АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçетпĕр çав, ĕçетпĕр...

06 июня 2009 г.

Халăха эрех тыткăнне лектерес мар тесе, ачасен каçхи 10 сехет хыççăн урамра çÿреме юраманни тата пирус сиенĕ пирки калаçрĕç те июнĕн 3-мĕшĕнче район пуçлăхĕн çумĕ Т.Н.Шереметьева ертсе пыракан планеркăра районти социаллă сферăри ертÿçĕсем.

"Раççей Федерацийĕнче ачасен прависен тĕп гарантийĕсем çинчен" федераллă саккунпа килĕшÿллĕн 18 çул тултарман çамрăксен каçхи 10 сехетпе ирхи 6 сехетчен обществăлла вырăнсенче пĕччен пулма юрамасть, пĕрле ашшĕ-амăшĕн пулмалла. Каламалла, асăннă саккуна ачасен сывлăхне, вĕсен психикăпа ăс-тăн, кăмăл-сипет аталанăвне сиен кÿрессинчен сыхлас тĕллевпе йышăннă. Енчен те 18 çул тултарман çамрăка каçхи вăхăтра çÿренине курсан ашшĕ-амăшне административлă майпа явап тыттараççĕ. Çавăнпа та ку ыйтăва ашшĕ-амăшĕн пысăк тимлĕх уйăрмалла. Çав вăхăтрах районти культура учрежденийĕсен ертÿçисен те тивĕçлĕ мерăсем йышăнмалла, çак кунсенчех ĕç графикĕпе дискотекăсен вăхăтне улшăнусем кĕртмелле.

Пирус туртнине пула тĕнчере çуллен 5 млн ытла çын вăхăтсăр вилет. Лару-тăру ырă енне улшăнмасан 2010 çул тĕлне асăннă кăтарту 10 миллиона çывхарма пултарать: ВИЧ, СПИДпа, туберкулезпа, çире пуррипе ... Статистика çирĕплетнĕ тăрăх, туртакансен йышĕ Раççейре Совет Союзĕ арканнă хыççăн икĕ хут ытла ÿснĕ. Апла пулсан сиенлĕ йăлана профилактикăлас тесе ĕç вырăнĕсенче те тĕрлĕ мероприятисем туса ирттермелле: туртманнисене хавхалану кĕртмелле...

Сисмесĕрех эрех-сăра тыткăнне лекрĕмĕр. Сăлтавсăрах алла черкке патне тăсатпăр. "Эрехĕ пултăр, сăлтавĕ тупăнĕ" текен сăмах çаврăнăшĕпе час-часах усă курма тăрăшатпăр. Ĕçет халăх: черккепе, стаканпа, куркапа. Кĕленчерен – сăмакуна, денатурата, автомашина моторĕ шăнасран усă куракан шĕвеке, лосьон-одеколона... куçа-пуçа пăтрантараканнине пурне те. Эрех ырри патне илсе çитерменнине пĕлсех уйрăмах Уйпуç, Ирчемес, Тралькасси тата вăрман леш енчи ялсенче çуллен-çул ĕçкĕçсем йышланни самаях сисĕнет. Республикипе илсен те, эрех ĕçсе вилессипе пирĕн район малтисен ретĕнче тăрать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика