06 июня 2009 г.
Питĕркасси вăтам шкулĕнче историпе право предмечĕсемпе пĕлĕве тĕрĕслес тесе конкурссем иртрĕç. Унăн тĕллевĕ – асăннă предметсемпе ачасен ăс-тăн шайне тĕрĕслесси, çулталăк хушшинче вĕреннине çирĕплетесси, чи пултаруллисене палăртасси.
5 класра «Интеллектуаллă вăйă» иртрĕ. Ку çулхи ачасем авалхи Греци çинчен калаçрĕç, унти культурăна тишкерчĕç. Тема тăрăх анаграммăсем, кроссвордсем шутларĕç. Кунта ăс-тăн çивĕчлĕхĕпе В.Жуков палăрчĕ. К.Фадеевапа П.Михуткин тата И.Сядайкин кăтартăвĕсем те ыттисенчен лайăхрах.
6 класра вĕренекенсем «Çăлтăрлă самант» вăйăра тупăшрĕç. Теми – IX-XVI ĕмĕрти Раççей историйĕ. Ачасем чылай ыйту шĕкĕлчерĕç. Финала вара Э.Шарафисламовапа С.Фадеев тухма пултарчĕç. Юлашкинчен С.Фадеев çĕнтерчĕ.
7 класс ачисем «Истори кустăрми» вăйăра ăс-тăна тĕрĕслерĕç. Ку ушкăнра Ю.Вазин пултарулăхпа палăрчĕ. Иккĕмĕш вырăна О.Вазина тивĕçрĕ, виççĕмĕш – А.Гаврилов.
8 класра пĕлÿ пухакансем право йĕркисене пĕлессипе «Гражданин пулма тивĕç» викторинăра кĕрешрĕç. Патшалăх прависене аван пĕлнипе Е.Артемьева палăрчĕ. И.Федоровпа А.Лентюкова та малти вырăнсенчен пĕрне йышăнчĕç.
9 класрисем «Асамлă уй» вăййа хутшăнчĕç. Вĕсем XX ĕмĕр историне аса илчĕç. Çĕнтерÿçĕсен йышĕнче М.Миронов, Д. Егоров, Ю.Мырочкин пулчĕç. Вĕренекенсем историпе право предмечĕсен эрнипе кăмăллă юлчĕç.
Сăмах май, Питĕркасси шкулĕнче вĕренекенсем районти предмет олимпиадисенче хастарлăх кăтартаççĕ. Кăçал та вĕсем истори, правопа обществознани предмечĕсен олимпиадисемпе конкурсĕсенче палăрчĕç. Уйрăмах К.Фадеева (5 класс), О.Вазина (7 класс), И.Федоров (8 класс), Д.Кораков , М.Миронов (9 класс), А.Вазина (10 класс), Ф.Железнов (11 класс) ÿсĕмсем тунă.