АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чечек ăстисем

06 июня 2009 г.

Район территорийĕнче Чечексен çулталăкĕ тесе йышăннăран, Штанаш ял тăрăхĕнче ĕçлесе пурăнакансем харпăр хăй килĕ умĕнчи тавралăха илем кĕртессипе тăрăшаççĕ. Акă, кунти Çĕн урамра пурăнакансем – А.Г.Руссковапа А.Н.Софронова, С.Г.Ефремова (Октябрь урамĕ), О.В.Константиновапа Л.Н.Федотова (Ленин урамĕ) хăйсен участокĕсенче чечек клумбисем хатĕрлерĕç. Урикасси ялĕнчи Р.М.Максимова та чечексен тĕнчипе интересленсе ĕçлет. Çамрăк хунавсем ÿссе çитсен, чечеке ларсан ял урамĕсем татах та илемлĕрех курăнĕç, тавралăха ырă шăршă сарĕç.

Чечек ăстисен пÿртри чÿрече анисенче те илемлĕх хуçаланать. Урампа иртсе çÿрекенсем хĕрлĕ, сарă, шурă, кĕрен чечексем çине ăшă куçпа пăхаççĕ, кил хуçисене илемлĕхпе савăнтарнăшăн тав тăваççĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика