АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сирĕн ĕçĕр сăваплă

06 июня 2009 г.

Сирĕн ĕçĕр сăваплă

Июнĕн 8-мĕшĕнче Социаллă ĕçченсен професси уявĕ пулать. Социаллă хÿтлĕхре вăй хуракансем хăйсен пурнăçне пархатарлă ĕçе – пурнăç тинĕсĕн авăрне лексе хÿтлĕхсĕр тăрса юлнисемшĕн тăрăшассине – халалланă.

Йывăр шăпаллă çынсене хÿтĕлесси ĕлĕкренпех пырать: вĕсене валли ятарлă çуртсем уçнă. Анчах та ĕлĕкхипе хальхи социаллă хÿтлĕхе танлаштараймăн. Çынсемпе хутшăнмалли, вĕсен пурнăçне йĕркелесе пымалли пĕр пĕтĕмĕшле тытăм пулса тăчĕ вăл паян. Учрежденисен çĕнĕ тĕслĕхĕ – социаллă пулăшу центрĕсем йĕркеленчĕç. Районта та кун пек центр пур, унăн заведующийĕ пулса Маргарита Васильевна Глухова ĕçлет. Центрăн коллективĕнче сакăр çын тăрăшать. Вĕсен ĕçĕ нумай енлĕ: социаллă, йăла, медицина тата ытти пулăшупа тивĕçтересси. Палăртмалла, çывхарса килекен уяв ячĕпе социаллă пулăшу центрĕнчи киле пырса пулăшакан уйрăмăн заведующийĕ М.Зайцева Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерствин Хисеп грамотине тивĕçĕ.

Районта социаллă ĕçченсем 102-ĕн, ку йышран 93-шĕ киле пырса пулăшакансем. Вĕсен тиевĕ пĕрре те çăмăл мар, анчах та пархатарлă. Аслă ăру çыннисем вĕсене çывăх тăван пек йышăнаççĕ. Акă, Атнарти вăхăтлăх пурăнмалли уйрăмах илер. Кунта тăван кил ăшшине 10 ватă тупнă, вĕсене Е. Степанова (заведующи), Н.Абаськинапа А. Степанова ырлăхпа, канăçлăхпа тивĕçтерессишĕн тимлеççĕ. Вăхăтлăх пурăнмалли уйрăмра хăтлă, таса, типтерлĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ вĕсем республикăри конкурсра иккĕмĕш çул ĕнтĕ "Чи хăтлă çурт" номинацире çĕнтерÿçĕ ята тивĕçнĕ. Май уйăхĕнче иртнĕ Информаци кунĕнче сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министрĕ Н.Суслонова шăпах Атнарти вăхăтлăх пурăнмалли уйрăма çитсе курнăччĕ, вăл кунта тăрăшакансен ĕçне пысăка хурса хакларĕ.

Социаллă сферăра вăй хуракансем хăйсен ăшă кăмăлĕсемшĕн, уçă чунĕсемшĕн, йывăр вăхăтра хевтесĕррисене пулăшнăшăн ырă сăмахсене тивĕç. Сирĕн ĕçĕр сăваплă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика