06 июня 2009 г.
Ĕнер Пĕтĕм тĕнчери тавралăха сыхламалли куна палăртрăмăр. Ăна ПНО Генеральнăй Ассамблейин йышăнăвĕпе 1972 çултанпа паллă тăваççĕ.
Саламлă çырусенчи сăмахсем
Пĕтĕм тĕнчери тавралăха упракансен кунне паллă тунă май, иртнĕ эрнере район администрацийĕ Раççейри "Экологи тĕлĕшĕнчен чи таса район" конкурсра çĕнтерсе аттестатпа медале тивĕçнине иртнĕ хаçатра асăнтăмăр пулин те, çакна палăртмасăр иртме çук. Çак чыса тивĕçнĕ ятпа район администрацине чылай салам тата тав сăмахĕсем çитрĕç. Вĕсен шутĕнче Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин саламĕ те пур. Çырура Экологи министерстви çĕнтерÿ чăннипе те тивĕçлĕ пулнине палăртнă, ку çитĕнÿ районта туризма аталантарас, экологи тĕлĕшĕпе воспитани парас, строительствăна инвестицисем явăçтарас ĕçĕн пуçарăвĕ пуласса шанса тăнине, Чăваш Республикинче çут çанталăка сыхлас ĕçе пысăк тимлĕх уйăракан район пуррипе савăннине пĕлтернĕ, малашлăхра аталану суннă.
Палăртмалла, кунта район администрацийĕн экономика, пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен пайĕнче тăрăшакансен тÿпи пысăк, вĕсем-çке конкурс материалĕсене хатĕрлекенĕсем.
Тирпей-илем кÿрессипе пурте яваплă
Çут çанталăкра пурте тачă çыхăннă. Çавăнпа тăван тавралăх тасалăхĕшĕн экологи субботникĕсене йĕркелеççĕ. Анчах ял çывăхĕнчи варсене, тăкăрлăксене, кĕпер айне çÿп-çап тăкма чарăнмастпăр-ха. Кайран тавралăх таса мар тесе ÿпкелешетпĕр. Тасамарлăха хамăр алăсемпех тăватпăр-çке. Юлашки вăхăтра ялсенчи тирпейсĕрлĕхшĕн ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсене айăплама хăнăхрăмăр. (Çакăн пирки редакцие те чылай çыру килет). Вĕсем шăпăр йăтса ялсем витĕр эпир пăрахса тултарнă çÿп-çапа пуçтарса çÿремелли ĕçре вăй хумаççĕ вĕт-ха. Ялсенчи тирпейлĕхшĕн унта пурăнакансем хăйсем яваплă. Тирпей-илем кÿрес тĕлĕшпе хамăрăн ĕçлемелле, ку – кашнин тивĕçĕ.
Тăван тавралăх илемĕшĕн
Пĕтĕм халăхăн чечек – хитрелĕх символĕ. Çут çанталăк чечексен тĕлĕнмелле илемлĕ тĕнчине тунă. Чечексем пирĕнпе пурнăçăн пĕрремĕш кунĕнчен пуçласа мĕн юлашкиччен пĕрле, вĕсем кил-çурта хăтлăх кĕртеççĕ, уявсене савăнăçлăрах тăваççĕ. Район пуçлăхĕ А.И.Криков Чечексен çулталăкне ирттерессипе ятарлă хушу йышăнни те ахаль мар. Чечексен çулталăкне пурнăçа кĕртсе кăçал районта тĕрлĕ ĕçсем пурнăçларĕç: тăпра турттарчĕç, газонсене тирпейлерĕç, чечек калчисем туянса вĕсене клумбăсене лартрĕç. Чечексем ешерме тытăнасса, илемĕпе савăнтарасса кĕтмелли çеç юлчĕ. Анчах та илемпе савăнма пÿрмен пулмалла пире. Предприятисемпе организацисем йĕркеленĕ клумбăсенчен чечек калчисене хăш-пĕр сĕмсĕр çынсем кăларса кайма тытăннă иккен. Район илемлĕ пуласран хăраççĕ-ши теприсем; Тĕлĕнсе каймалла. Харпăрхи килĕ умĕнчи илемлĕхшĕн çеç мар, тăван тавралăх хитрелĕхĕшĕн те тăрăшмалла. Çынсен ĕçне хисеплеме вĕренме те тахçанах вăхăт.