11 июня 2009 г.
Мăн Этмен-Шĕмшеш тăрăхĕнчен пурĕ 239 çын Тăван çĕршывшăн пынă вăрçа хутшăннă, вĕсенчен 131-шĕ çапăçу хирĕнче пуçĕсене хунă, 108-шĕ вăрçă суранĕсене пула киле таврăнсан вилнĕ. Паянхи кун кунта 3 салтак-ветеран пурăнать: А.А.Шалтайкин, А.М.Федоров, В.И. Большов.
Манăн вулакансене Шĕмшешре пурăнакан вăрçă участникĕпе – Александр Александрович Шалтайкинпа тĕплĕнрех паллаштарас килет. Аслă Çĕнтерÿре унăн тÿпи те пысăк.
А.А.Шалтайкин 1924 çулхи июлĕн 10-мĕшĕнче çуралнă. Вăл Мăн Этменти шкулта пĕлÿ илнĕ. 10 класс пĕтерсен çамрăк тăван шкулта учительте ĕçлеме пуçланă. Аслă пĕлÿ илесси çинчен шутланă каччă, анчах ĕмĕт-тĕллевĕсене вăрçă татнă. 1942 çулта каччă çар ретне тăнă. Вăл нимĕç захватчикĕсене хирĕç çапăçма вăрçа тухса кайнă.
Малтанласа Канаш хулинче çар хăнăхăвне алла илнĕ. Унтан Сталинград хулине ирĕке кăларассишĕн пынă хаяр çапăçусене хутшăннă. Вăл зенитчик пулнă.
– Вăрçă хирĕнче тÿссе ирттернĕ самантсем асран тухмаççĕ. Нимĕç самолечĕсем пирĕн çине бомбăсем пăрахатчĕç, тупăсенчен перетчĕç. Çĕр чĕтренсе тăратчĕ. Кунта этем мар, чĕр чун та чĕррĕн юлма пултарас çук тесе шутлаттăмăр. Пуçа йăтма памастчĕç, нимĕçсем тÿрех автоматсенчен шатăртаттарма тытăнатчĕç.
Пĕррехинче, каçпа, хаяр çапăçу хыççăн пирĕн рота канатчĕ. Салтаксенчен пĕри пирус туртса ячĕ. Унччен те пулмарĕ, нимĕç фашисчĕсем çакна асăрхарĕç пулмалла, пире пулеметсенчен пеме пуçларĕç, снарядсем пăрахрĕç. Пĕр снарячĕ умрах çурăлчĕ, мана тăпрапа хупласа хучĕ. Салтаксем ир еннелле аран чавса кăларчĕç, мана вилĕмрен çăлчĕç. Анчах контузи пулчĕ. Унтан аманнисене эшелонпа госпитале ăсатрĕç. Çул çинче нимĕç самолечĕсем бомбăсем пăрахма пуçларĕç. Пуйăс çинчен анмалла пулчĕ. Анчах та вакун урапи айне лекрĕм, ура пÿрнисене таттарма тиврĕ.
Тĕрлĕ госпитальте выртса сывалтăм.
Çăмăл килмерĕ салтаксене çак хаяр вăрçăра. Мĕн чухлĕ паттăр çапăçу хирĕнче выртса юлчĕ. Анчах çĕнтерĕве кĕтсе илтĕмĕрех, – терĕ ветеран.
Çапăçусенче паттăрлăх кăтартнăшăн А.А.Шалтайкин Отечественнăй вăрçă, Кутузов орденĕсене, "Сталинграда хÿтĕленĕшĕн", "Çапăçури паллă ĕçсемшĕн" медальсене тивĕçнĕ.
Хальхи вăхăтра вăрçă ветеранĕ мăшăрĕпе пĕрле, Надежда Петровнапа, кĕçĕн ывăлĕн çемйипе пурăнать.