11 июня 2009 г.
Хальхи ветерансем салтак шинельне 17-18 çулта тăхăннă пулсан, паян вĕсем пурте сакăр вуннăран иртнĕ ĕнтĕ. Анчах та калаçу вĕсем çинчен мар, вăрçăра çапăçса вилнĕ, тăлăха юлнă ачасен шăпи хумхантарать, пăшăрхантарать мана. Çак шухăш кăсăклантарнипех эпĕ Мăн Этмен ялĕнче пурăнакан Ольга Ивановна Морсковапа калаçма шутларăм. Кăçал сакăр вунă çул тултарать хисеплĕ ватă, хаяр вăрçă çулĕсенче, хыççăнхи тертлĕ-нушаллă пурнăçпа асапланса çитĕннĕ вăл. Иртнĕ çулсене асăнса самаях пăшăрханса, кулянса калаçрĕ ватă. 1929 çулта çуралнăскер, вăрçă тухнă çул 12 çулхи хĕр ача кăна пулнă. Çапах та ашшĕне 1942 çулхи мартăн 2-мĕшĕнче фронта илсе кайнине лайăх ас тăвать.
Иван Александрович Морсков 1903 çулта Мăн Этменте çуралнă. Вăл ялти хĕрпе, Аннипе, пĕрлешсе çемье çавăрнă. Иван çемйинче тăватă ача çуралнă, анчах та иккĕшĕ, Ольгăпа Нина, çамрăклах вилнĕ, çавăнпа та виççĕмĕш хĕрне те Ольга ят хунă, тăваттăмĕшĕ – Гена. Геннадий Иванович халĕ Çĕмĕрле районĕнчи Кабанова ялĕнче пурăнать.
Вăрçă çулĕсене аванах ас тăвать Ольга Ивановна. Амăшĕ йывăр пурнăçпа тертленсе вăрçă çулĕсенчех çĕре кĕнĕ, мăшăрĕн вилнĕ хутне те кĕтсе илеймест вăл.
Иван Александрович паттăр салтак, офицер пулнă. Шел пулин те, килте пĕр çыру та, пĕр хут татăкĕ те сыхланса юлайман. Пĕр сăн ÿкерчĕк кăна, 1931 çулта ÿкерттернĕскер, ашшĕне аса илтерсе тăрать.
Ашшĕ вилни çинчен пĕлтерекен хута часах тупса параймаççĕ çамрăк хĕр ачана.
– Чутая темиçе хут та кайса ахалех макăрса таврăнаттăмччĕ, – иртнине хурлăхлăн аса илет Ольга Ивановна.
Вăрçă вăхăтĕнче те, хыççăн та нимĕнле пулăшу илеймен икĕ тăлăх.
– Пĕррехинче тĕлĕк куртăм, – каласа парать малалла Ольга Ивановна. "Ан макăр, аçун вилнĕ хутне тупса паратăп, районти военком манăн хăйматлăх кĕрÿÿ", – тет Федор Иванович (Федор Иванович, Ольгăн куккăшĕ, унчченех вилнĕ пулнă. Тĕлĕкре вăл Ольгăна чĕрĕ чухнехи пекех курăннă).
Чăнах та, тепĕр икĕ кунтан ашшĕн вилнĕ хутне илет Ольга Ивановна. Ашшĕ, хастар офицер, Смоленск облаçĕнчи Туменецки районĕнчи Пыринки ялта 1944 çулта, йывăр аманнăскер, ĕмĕрлĕхех куçне хупнă иккен.
Тепĕр палăртакан тĕлĕк курнине те асăнать ватă.
– Тĕленмелле! Тĕлĕкре эпĕ 12 çăкăр, 22 булка илтĕм.
Каярахпа ăна ашшĕ ячĕпе 1222 тенкĕ килсе параççĕ.
– Вăрçă çулĕсенче çимелли те, тăхăнмалли те çукчĕ, – сăмах çăмхине сÿтет Ольга Ивановна. – Апай, виличчен, килти япаласене вăрман урлăри ялсене кайса çимеллипе улăштарса килетчĕ. Вăл çĕре кĕрсен Гена шăллăма Йĕпреçри ачасен çуртне илсе кайрĕç. Эпĕ юнашарти инкесем патĕнче пурăнкаларăм. Пирĕн çуртра ялти "Коммунар" колхоз правленийĕ вырнаçнăччĕ. Пĕринче колхоз председателĕ Парлейкин ( вăл патвар, кĕреш старикчĕ) çурт тăррине хĕрлĕ ялав çакрĕ. Хăй: "Вăрçă пĕтнĕ!" Вăрçă пĕтнĕ!", – тесе кăшкăрать. Пурте савăнаççĕ, эпĕ хурланнипе макăрса анкарти хыçнелле чупрăм. Çынсен савăнăç, манăн хурлăх – ати те, апай та çук.
Пĕчченех, çемьесĕр пурăнса ирттернĕ пурнăçне Ольга Ивановна, Гена шăллĕн пилĕк ачине пăхса йăпанса чĕре суранне сипленĕ.