АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Калча пахалăхĕ ăçта лайăхрах;

11 июня 2009 г.

Калча пахалăхĕ ăçта лайăхрах;

Кашни çулах хуçалăхсем уй-хир ĕçĕсене вĕçленĕ хыççăн комисси калча пахалăхне тĕрĕслет. Кăçал уй-хир ĕçĕсен пахалăхне июнĕн 5-мĕшĕнче пăхса тухрĕç, тивĕçлĕ хак пачĕç. Унăн ĕçне район пуçлăхĕ А.Криков, унăн пĕрремĕш çумĕ А.Самылкин, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, хуçалăх ертÿçисемпе агрономсем, инженерсемпе механизаторсем хутшăнчĕç.

Çуркунне хастар ял ĕçченĕ Турă панă пĕр ырă, ăшă куна сая ямасăр уй-хирте хĕрсех вăй хурать. Çурхи кун çулталăк тăрантарать тенине ăша хывса мĕн палăртнине пурнăçлассипе çине тăрать. Акă, çур аки те иртрĕ, сип-симĕс калчаллă çĕрсен пахалăхне хакламалли вăхăт çитрĕ. Калча пахалăхĕ ăçта лайăхрах; Уй-хирсене мĕн çитмест; Хуçалăх ертÿçисем, унти специалистсем, механизаторсем яваплăха туйса ĕçленĕ-и; Çак ыйтусен хуравне тупас тесе ĕçе пикенчĕ калчасен пахалăхне тĕрĕслекен комисси.

Тĕрĕслев комиссийĕ ĕçе «Коминтерн» хуçалăхран пуçлас терĕ. Тÿрех каламалла, атнарсен уйсем тикĕс, шăйрăксем çук. Çурхи тата кĕрхи калчасем тинĕс евĕр курăнаççĕ. Анасем çинче пĕр çум курăк та çук. Кашни лаптăк çинче тырă сорчĕн ячĕ, вăл миçе гектар йышăнни çинчен калакан щитсем вырнаçтарнă. Çакă хуçалăх ертÿçи тата специалистсем ĕçе пахалăхлă пурнăçланине, вăйлă тыр-пул туса илме шутланине кăтартать. Кăçал кунта 713 гектар çурхи культурăсем, 334 гектар пĕр çул ÿсекен курăксем акнă. Унсăр пуçне 140 гектар кукуруза, 10 гектар рапс çитĕнтереççĕ. Кĕр калчисем 700 гектар йышăнаççĕ. Тĕп агроном Н.Воронов каланă тăрăх, кĕр калчисене им-çамланă, халĕ çуртрисене пăхса тăрассипе тимлеççĕ. Пусă çаврăнăшне кĕртнĕ çĕрсем çинчи калчасене темиçе хутчен те минерал удобренийĕсемпе апатлантарнă. Калчасем тип-тикĕс шăтнă.

Атнарсем çур акине ăнăçлă вĕçленĕ. Хĕрÿ тапхăрта пысăк вăй-хăватлă техникăпа усă курнă. Апла пулсан, атнарсен гектар тухăçĕ лайăх пуласси куç кĕретех.

Питĕркасси ял тăрăхне кĕрекен «Телей» хуçалăхра 210 гектар çинче пĕрчĕллĕ культурăсем акнă. Çĕр улми 14 гектар йышăнать. Палăртмалла, питĕркассисем кăçал «иккĕмĕш çăкăра» лайăх туса илсен, малашне пахча çимĕç çитĕнтерессипе çине тăрса ĕçлеме шутлаççĕ. Шел те, «Телей» хуçалăхăн калчисем пĕр тикĕс шăтман. Уйсем çум курăклă. Укçа-тенкĕ çителĕксĕр пулнăранах минерал удобренийĕсем туянайман, уйсене хими им-çамĕсем сапайман. Комисси вĕсене вăхăта сая ямасăр калчасене апатлантарассипе ĕçлеме сĕнсе хăварчĕ.

«Путь Ильича» колхозăн калча пахалăхĕ те савăнтарсах каймасть. Тăпра пулăхне лайăхлатассипе ĕçлемелле. Калчасем пĕр тикĕс те парка шăтайман. Çуртрисене çум курăкран тасатассипе гербицид сапма пуçланă. Ăна дельтопланпа усă курса тăваççĕ. Хальлĕхе ĕçе 50 гектар çинче пурнăçланă. «Анасем ытти çулхинчен чылай тикĕсрех», – тесе палăртрĕ комисси.

Пантьăк ял тăрăхĕнчи çĕр лаптăкĕсене ырă енĕпе асăнчĕç. Мĕншĕн тесен малтанхи çулсенче кунта çум курăк, мăян, пиçен ашкăрса ларатчĕ. Халĕ уй-хире тухсан чун савăнать: пĕр тикĕс шăтнă сип-симĕс калча куçа илĕртет. «Дар-Бройлер» ĕçченĕсем çултан-çул пушă çĕрсене çаврăнăша кĕртсе пыраççĕ. Кăçал кунти механизаторсем хĕрÿ тапхăрта «Нива» ЯХПК ĕçченĕсемпе пĕрле çурхи ĕçсене вăхăтра, пысăк пахалăхпа вĕçлерĕç. 1700 гектар çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акса хăварма пултарчĕç. Калчасене минерал удобренийĕсемпе апатлантарнă, çум курăксене хирĕç вăхăтра кĕрешсе вĕсене путлантарнă. Тăрăшни сая кайман. Ĕçĕн пахалăхĕ куç умĕнче.

Кунтах Ю.Ярадаев фермерăн 17 гектар çинчи кĕр калчисене тĕрĕслерĕç. Тыр-пул аван шăтнă. Фермер çĕр пулăхĕпе ĕçлени сисĕнет.

Мăн Этмен ял тăрăхĕн çĕрĕсем çинче «Нива», «Коминтерн», «Сура» хуçалăхсем, И.Фадеев фермер хуçалăхĕ тыр-пул туса илет. Усă курман çĕр лаптăкĕсем те пур-ха. Тралькассисемпе атнарсем кÿршĕсен çĕрĕсене аренда майĕпе илсе усă кураççĕ. Вĕсем çĕрсен пулăхне ÿстерсе вăйлă тыр-пул туса илес шухăшлă. Калчасен пахалăхĕ савăнтарать. Уйрăмах «Нива» хуçалăхăн кĕрхи тулă пусси тикĕссĕн хумханса ларать.

«Санкинский», «Штанашский» хуçалăхсенче те калча аван шăтса тухса кĕçеленнĕ. Пахалăх енчен илсен, çĕрсене азотлă удобрени хывманни сисĕннине палăртрĕç. Пĕтĕмĕшле илсен, асăннă хуçалăхсенче тырă тухăçне ÿстерес тесе тăпрана минерал удобренийĕсем хывман. Калчасене хими им-çамĕсемпе сапман. Тепĕр çитменлăх – иртнĕ çул кунта çĕртме сухи те туса хăварайман.

«Свобода», «Победа» хуçалăхсен кĕр калчисен пахалăхĕ пирки ыррине çеç каламалла. Кунта хура тăпра пахалăхĕ ырă çимĕç панине ăнланса ĕçлеççĕ. Асăннă хуçалăхсен çĕр лаптăкĕсем пĕчĕкрех пулнăран, панкрута тухнă «Дружба» çĕрĕсене пусă çаврăнăшне кĕртсе пыраççĕ. Иртнĕ кĕркунне анатçĕрпÿкассисем 90 гектар, хурашашсем 40 гектар усă курман çĕрсене йĕркене кĕртсе, минерал удобренийĕсем хывса кĕрхи культурăсем акса хăварнă. Калчасен пахалăхĕ лайăх. Çанталăк парсан çĕр ĕçченĕсем кунти лаптăксенчен гектартан 30-40 центнер тĕш тырă туса илме шутлаççĕ. Сăмах май, вăрман леш енче «Свобода» колхоз усă курман çĕрсене ĕçе кĕртессипе ырă тĕслĕх кăтартать. «Аккозинский» хуçалăхра ĕçсем йывăрлăхпа пулса пыраççĕ. Çакна В.Устинов ертÿçĕ те палăртрĕ. Техника кивелсе çитнĕ. Ĕçе çĕнĕ технологипе йĕркелеме хăватлă агрегатсем кирлĕ. Киввисене юса-юса йывăрлăхсене çĕнтерсе пыраççĕ. Çакă ĕç пахалăхĕ çине витĕм кÿрет те ĕнтĕ. Çĕр пичĕ тикĕс мар. Кăçал туриçĕрпÿкассисем 509 гектар çинче тĕш тырă акса хăварнă. Хуçалăхăн акмалли çĕр лаптăкĕсем пĕчĕк, нумай çул ÿсекен курăксем сахал. Çавăнпах пусă çаврăнăшне йĕркелеме çук.

«Нива» хуçалăх уй-хирĕсенче калчасем пĕр тикĕс те парка шăтса тухнă. Кунти механизаторсем кăçал çурхи ĕçсене чи малтан вĕçлерĕç. Уйсем тап-таса. «Тислĕк тăксан, тикĕс шăтать», – теççĕ. Хуçалăх ертÿçи çак каларăша асра тытать. Кунти ĕçченсем «çĕр çăкăрне» сая ямасăр хире кăларнă.

В.Никитин фермер хуçалăхĕнчи калчасем те аван шăтнă. Анчах та унта çум курăксене хирĕç кĕрешмеллине асăнчĕç.

Сип-симĕс калчаллă çĕрсене пăхса çаврăннă хыççăн семинар-канашлăвăн иккĕмĕш пайĕ «Нива» хуçалăхра иртрĕ. Малтанах А.Самылкин сăмах илчĕ, хуçалăх ертÿçисене çур акине лайăх хатĕрленсе пахалăхлă ирттернĕшĕн тав турĕ. Çĕр ĕçченĕсен ĕçĕ калчасен шăтаслăхĕнче аван курăннине палăртрĕ.

Районти ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Н.Коробков уйсен пахалăхĕ çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Кăçал çурхи культурăсене 4651 гектар çинче акса хăварнă. Ку пĕлтĕрхинчен чылай пысăк кăтарту. Кĕр тыррисене 5132 гектар акмалла. 1610 гектар пусă çаврăнăшне кĕртмелле. Калчасен пахалăхĕ, ытти çулсенчипе танлаштарсан, самаях савăнтарнине асăнчĕ. Кашни хуçалăхăн ырă енĕсемпе çитменлĕхĕсене каларĕ. Николай Федорович комисси членĕсен, хуçалăх ертÿçисен, специалистсен шухăшĕсене шута илсе калчасен шăтаслăхĕпе пĕтĕмлетÿ турĕ. Чи пысăк хуçалăхсенчен, вĕсен çĕрĕсем 1000-шер гектар ытла, калча пахалăхĕпе «Коминтерн» ЯХПК çĕнтернине пĕлтерчĕ, иккĕмĕш – «Дар-Бройлер». Пĕчĕк хуçалăхсен ушкăнĕнче «Нива» ЯХПК мала тухрĕ. Иккĕмĕш вырăна тивĕçлипех «Свобода» колхоз йышăнчĕ. Çĕнтерÿçĕсене июнĕн 12-мĕшĕнче иртекен «Акатуйра» премисемпе чыслĕç.

Семинар-канашлăва район пуçлăхĕ А.Криков пĕтĕмлетрĕ. Александр Иванович çĕр ĕçне пĕлсе, ăнланса тăрăшакансем вăйлă тыр-пул туса илнине каларĕ. «Коминтерн», «Нива», «Свобода» хуçалăхсен ĕçченĕсем пĕр условисенчех тырă тухăçне ÿстерсе пыма тăрăшаççĕ. Ыттисен те çĕр пулăхне пуянлатса пыма тăрăшмалла, çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртмелле. Çĕртен лайăх продукци илессишĕн кашнин тимлемелле. Усă курман çĕрсене майĕпен пусă çаврăнăшне кĕртсе пымалла.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика