11 июня 2009 г.
Нумаях пулмасть район больницин офисĕнче хавшак сывлăха кăшт та пулин çирĕплетме тÿр килчĕ. Паллах, хам шутран. Тухтăра кĕтсе ларнă вăхăтра çакна асăрхарăм: офисран пĕр ĕçчен эмелсем илсе кайрĕ. Манпа пĕрле ытти чирлисем те пурччĕ. Вĕсем умĕнче çак çын ик çĕр тенкĕ ытла тăракан эмелсене кăтартрĕ. Эпĕ унччен тÿлевсĕр илмелли эмелсем учетра тăракан чирлĕ çынсем, инвалидсем валли тесе шутлаттăм. Çак эмелсемпе больницăн ĕçченĕсем тÿлевсĕр усă курма пултараççĕ-и вара;
Пурнăç тăршшĕнче манăн больницăра сывлăха нумай çирĕплетме тиврĕ. Чирĕсем чылай, анчах та халиччен те тÿлевсĕр эмелпе усă курман.
Больницăн офисĕнче тăватă койка-вырăнлăх кăнтăрлахи стационар пур. Анчах та унта капельница лартма физраствор та çук. Чирлисен ăна хăйсен илмелле. Офисри кăнтăрлахи стационарта уйăхра ултă çын çеç выртса сипленме пултарать. Эмелĕсем вара ăçта çухалаççĕ-ши; Физраствора тÿлевсĕр илме чирĕн историне çырмалла имĕш. Уйăхра ултă çын кăна усă курма пултарать. Ку йыша е тухтăрсем, е вĕсен çывăх çыннисем кĕреççĕ.
Çĕмĕрле хулинчи район больницинче сипленме тиврĕ мана. Кунта мĕн кирли, пĕтĕмпех тÿлевсĕр. Хула больницинче те çавăн пекех. Мĕншĕн пирĕн районта пачах урăхла;
Тахçанах пенсие тухнă тухтăрсем район больницинче мĕн тăваççĕ-ши; Аслă вĕренÿ заведенийĕсенчен ăс пухса тухнă çамрăксем валли ĕç вырăнĕ çук, пенсионерсем вара паянхи кун та ĕçлеççĕ.
Тĕп больницăн çитменлĕхĕсем пирки çырса çитерме те çук. Тÿррипе каласан, пирĕн Хĕрлĕ Чутай больници пекки Чăваш Республикинче татах та пур-ши;