20 июня 2009 г.
Июнĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Васильевич Федоров интерактивлă хутшăну вăхăтĕнче икĕ сехет хушшинче республикăра пурăнакансен, журналистсен тата хăнасен чи çивĕч 30 ытла ыйтăвĕ çине хурав пачĕ. "Тÿрĕ калаçăва" 12 сехетрен пуçласа "Волга Телеком" АУОн кабель сетĕнче тата Интернет сетĕнче, Чăваш Республикин влаç органĕсен порталĕнче кăтартрĕç. Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенче, Вăрмар районĕнче пурăнакансемпе тÿрĕ çыхăну пулчĕ.
Пресс-конференци çурт-йĕр ыйтăвĕпе пуçланчĕ. Президент республикăри районсенче кивĕ çуртсенче пурăнакансен йышĕ чакса пынине, уйрăмах ку енĕпе кăçал Канаш хулинче пысăк ĕç пынине, çитес çулсенче Çĕмĕрле тата Улатăр хулисенче кивĕ çуртсен йышĕ пĕтессине пĕлтерчĕ.
Н.Федоров бензин, сĕт тата эмел хакĕсем çинчен те калаçрĕ. Çавăн пекех Николай Васильевич пухăннисен ыйтăвĕсем çине хуравланă май çакна палăртрĕ: "16-мĕш çул ĕçлетĕп, мана е кăларасси, е ÿстересси пирки кашни çул илтетĕп. Суймастăп: чăнах та, пысăк должноçе сĕннисем пулнă, анчах та мана ытларах тăван республикăра пурăнма тата ĕçлеме килĕшет."
Ытти çивĕч ыйтусен хуравĕсене эсир, вулаканăмăрсем, июнĕн 21-мĕшĕнче 11 сехет те 10 минутра ("События недели") Раççей телевиденине пăхса, июнĕн 22-мĕшĕнче 18 сехет те 25 минутра Раççей радионе итлесе пĕлме пултаратăр.