АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алкогализмпа наркомании – пĕтĕм халăхăн инкекĕ

20 июня 2009 г.

Июнĕн 10-20-мĕшĕсенче наркотике хирĕç Пĕтĕм Раççейри акци пычĕ. Çавна май район çыннисене алкоголизмпа наркомани сиенĕ çинчен асăрхаттарас килет.

Эрех ĕçни, наркотикпе усă курни çын организмне пысăк сиен кÿрет. Чи малтанах пĕвер, пуç мими сиенленет. Шел пулин те, халăх хушшинче алкоголизмпа, наркоманипе чирлĕ çынсем пур-ха. Эрех серепине лекнисен хисепĕ, учета илнисенчен, 5 хут пысăкрах.

Юлашки çулсенче наркотикпа усă курасси пысăк хăвăртлăхпа ÿсрĕ. Çавна май вăл тĕнчери пĕтĕм çĕршывшăн хăрушлăх кăларса тăратать. Çамрăксем гашиш туртса, галлюциногенсене тутанса канăçлăх шыраççĕ. Пĕрмаях наркотик "ытамĕнче" пулни хăнăхăва куçать. Ку вара питĕ хăрушă. Раççейри наркологи учрежденийĕсенче алкоголизмпа, наркоманипе, токсикоманипе чирлисем 5 млн яхăн шутланаççĕ.

Статистика тăрăх, алкоголизмпа чирлĕ хĕрарăмсен хисепĕ ÿсет. Хĕрарăмсем хăйсем эрех серепине лекнине пытараççĕ. Ĕçекен амăшне кура ачисем те эрехпе туслашаççĕ.

Арçынсем тăтăшах хаяр шĕвеке тутансан, вăтамран 2 -3 çул хушшинче эрех серепине лекеççĕ, хĕрарăмсем вара – 6-12 уйăх хушшинчех.

Раççейре çынсем, икĕ процента яхăн, алкоголизмпа тата наркоманипе нушаланаççĕ. Эрех ĕçсе наркăмăшланнипе çут тĕнчерен уйрăлнисем çĕршывĕпе 40 пине яхăн. Алкоголизмпа наркомани – пĕтĕм халăхăн инкекĕ, ăна хирĕç пурин те кĕрешмелле.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика