24 июня 2009 г.
"Акатуйра" тĕрлĕрен коллектива ертсе пыракансене, ĕç паттăрĕсене чыслаççĕ. Çав йышра культурăпа кану центрĕн директорĕ А.Магаськин та пулчĕ. Ăна ял пурнăçĕн хăйне евĕрлĕ культурипе ыттисене паллаштарас, халăх канăвне савăнăçлă ирттерес ĕçре пысăк тÿпе хывнăшăн хĕрлĕчутайсен "Чавал" ентешлĕхĕн Канашĕн ячĕпе П.Ивантаев Тав хучĕпе хавхалантарчĕ, вырăнти йăла-йĕркесене упраса хăварассишĕн ĕçлеме ăнăçу сунчĕ.
А.Магаськин ертсе пыракан коллектив пĕчĕк, анчах вĕсен ĕçлес хастарлăхĕ пысăк. Ертÿçĕ район территорийĕнче вырăнти культурăпа наци йăли-йĕркине сыхласа хăварассишĕн, фольклор халăха кăмăл-сипетпе эстетика памалли мелсенчен пĕри пулнине кăтартассишĕн нумай тăрăшать. Кунти "Шокăль" фольклор ушкăннех илер (ертÿçи Н.Чобайкин). Ушкăн хăйĕн пултарулăхĕпе çулленех иртекен смотр-отчетсенче савăнтарать, чăваш халăх юррисемпе çынсене тыткăнлать. Районта, ун тулашĕнче иртекен ытти уявсенче те хастарлăхпа палăрать.
Кăçалхи "Акатуйра" "Шокăль" ансамбль авалхи чăвашсен халăх юррисене, уявсен йăли-йĕркине кăтартса пачĕ. Уйрăмах коллектив çĕр ĕçченне мухтаса тырă акнине, утă çулнине, вырма ĕçне пултаруллă сăнарларĕ. Шупашкартан килнĕ хăнасем, пухăннисем вĕсем çине ытараймасăр пăхрĕç, юрри-ташшине курса савăнчĕç. Сăмах май, "Шокăль" ансамбль кăçалхи ял тăрăхĕсем хушшинчи пултарулăх коллективĕсен "Çуралнă çĕршывшăн чĕремĕр юрлать" смотр-отчетра пĕрремĕш вырăн çĕнсе илме пултарчĕ. Хисеплĕ ята тивĕçнĕ коллектива "Акатуйра" Хисеп грамотипе чысларĕç. Пĕтĕмĕшле илсен, культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем Çĕр ĕçченĕн çулталăкне халалланă фестивальре виççĕмĕш пулчĕç. Уншăн та Хисеп грамотине тивĕçрĕç.
«Шокăль» фольклор ушкăнĕн пултарулăхĕ ÿссе пырать. Вĕсем малашне те хĕрлĕчутайсен харсăрлăхĕпе, маттурлăхĕпе палăрса тăччăр, халăха илемлĕ юрăсемпе савăнтарччăр.