АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эпир – таса çăл куçшăн

27 июня 2009 г.

Эпир – таса çăл куçшăн

Июнĕн 2-19-мĕшĕсенче Мăн Этмен вăтам шкулĕнче ачасене çут çанталăка юратма вĕрентес, унăн пуянлăхне упрама хăнăхтарас, тăван тавралăхпа паллаштарас тата сывлăха çирĕплетес тĕлĕшпе йĕркеленĕ кану лагерĕ ĕçлерĕ. Унта пурĕ 40 ача канчĕ. Çав хушăра ачасем тĕрлĕ мероприятисене хутшăнчĕç, ырă ĕçсем турĕç. З.Полозина, Л.Герасимова, И.Мерзлайкина, Т.Артемьева воспитательсем ертсе пынипе вĕренекенсем шкул территорийĕнче тирпей-илем кÿрессипе, чечексене пăхса тăрассипе хастар тимлерĕç. Çав хушăрах сиплĕ курăксем пухрĕç, ăна хатĕрлев кантурне пачĕç. Ачасем хăйсем çуралса ÿснĕ урамсем тăрăх çÿресе ял çыннисене тасалăха пăхăнса пурăнмаллине аса илтерчĕç. Ĕçлеймен мучисемпе кинемейсене пÿрт умĕсене йĕркене кĕртме пулăшрĕç. Çакăншăн ватăсем вĕсене чунтанах тав турĕç. Çамрăк экологсем ял урамĕсенче тăван тавралăха илем кÿрсе пурăнма чĕнсе калакан плакатсем те çакрĕç. Сăмах май, июнĕн 5-мĕшĕнче чи пултаруллисем Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери тăван тавралăха сыхламалли кун ячĕпе иртнĕ конкурса хутшăнчĕç. Унтан ачасем тулли кăмăлпа таврăнчĕç.

Июнĕн 15-мĕшĕ лагерь пурнăçĕнче асра юлмалли кун пулчĕ темелле. Çав кун çут çанталăк тусĕсем «Эпир – таса çăл куçшăн» акцие активлă хутшăнса ырă ĕç турĕç. Чи малтанах педагогсем çăл куçсем çинчен ăнлантарчĕç, вĕсене упрасси кашнин тивĕçĕ пулнине каларĕç. Унтан ачасем Хăнатар юхан шыв хĕррипе утса çĕр айĕнчен тапса тăракан çăл куçсене тасатса йĕркене кĕртрĕç, ăна экологи тĕлĕшĕнчен тĕпчерĕç. Вĕренекенсем экскурсире нумай çĕннине пĕлчĕç .

Сăмах май, юлашки çулсенче экологи хăрушлăхĕ пирки чылай калаçаççĕ, çыраççĕ. Акă, шăрăх çанталăкра ачасем тăван тăрăхри уй-хирсем, çарансем, çырма-çатрасем, юхан шыв хĕррипе утса паян çут çанталăк мĕнле лару-тăрурине куçпа курчĕç, май килнĕ таран ăна пулăшрĕç темелле. Улăх-çарансенчи курăк-чечексен ырă шăршипе киленсе сывлани тата çăл куçсенчи сивĕ те таса шыва тутанни мĕне тăрать. Çав хушăрах хăйсем çут çанталăка пулăшма пултарнишĕн мĕн тери савăнчĕç. Ачасем экскурсире çут çанталăкпа этем уйрăлми ăнлавсем пулнине аванах туйрĕç. Асăннă акцие хутшăннисем çут çанталăка нихăçан та сăтăр кÿмессе шанатпăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика