01 июля 2009 г.
Иртнĕ эрне кун Шупашкарта, Правительство çурчĕн Пĕчĕк залĕнче, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕ иртнĕ. Ăна Сергей Гапликов премьер-министр ертсе пынă.
Кун йĕркине кĕртнĕ «Чăваш Республикинчи 2010-1012 çулсенчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн тĕп кăтартăвĕсен прогнозĕ çинчен» ыйтупа ЧР экономика аталанăвĕн тата суту-илÿ министрĕ Иван Моторин доклад тунă. «Тĕнчери финанс кризисĕ Чăваш Ен экономикине те витĕм кÿчĕ. Юлашки 10 çул хушшинче унăн хăвачĕ кăçал пирвайхи хут чакма пултарĕ», – тенĕ вăл. Министр палăртнă тăрăх, ăна çывăх çулсенче малалла аталантарас тесен икĕ çул-йĕрпе каймалла: пĕрремĕшĕ – экономикăна çĕршыв тата республика ыйтăвĕсене тивĕçтерес енĕпе ĕçлеттермелле, рынок ыйтакан паха продукци ытларах кăлармалла; иккĕмĕшĕ – ют çĕршывсене сутакан таварсен хакне ÿстермелле. Çапла тусан 2010-2012 çулсенче промышленноç таварĕсем туса кăларакан хак индексĕ 98,5 процентран – 111,5, ял хуçалăх продукцийĕ туса илекенсен 102,4-103,7, тĕп инвестици калăпăшĕ 98,5-112,5 процента çитĕ.
Чăваш Республикин «Чăваш Республикин территорийĕнче 16 çула çитмен ачасене усă курма юраман пичет, аудио-видео- тата ытти продукци сармалли нормативсене тăвасси çинчен» саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен» саккун проектне ларăвăн кун йĕркине ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерстви тăратнă. Унăн ертÿçи Роза Лизакова палăртнă тăрăх, Раççей Федерацийĕн саккунĕ 16 çул тултарнă ачасене ку таранччен юраман пичет, аудио-видео- тата ытти продукципе усă курма чарман. 2009 çулхи июнь уйăхĕн 3-мĕшĕнче саккуна улшăнусем кĕртнĕ. Чару тапхăрне 16 çултан 18-а çитернĕ. Ку тĕллевпе ЧР Культура министерстви хатĕрленĕ саккун проектĕнче те улшăнусем тунă. Министрсем ăна ырланă.
Министрсен Кабинечĕн ларăвĕн тепĕр йышăнăвĕ 2009-2010 çулсенчи сунар йĕркине палăртать. Асăннă тапхăрсенче упа, çÿлевĕç, хир качаки, шашкă, тыркас, арлан, каюра тытма юрамасть. 2009 çулхи август уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 31-мĕшĕччен пăчăрпа ăсан, августăн 22-мĕшĕнчен тытăнса октябрь уйăхĕ вĕçлениччен хир чăххи, ноябрьпе декабрьте – пăши, октябрь уйăхĕнче мулкач кăна тытма юрать.
Министрсем кун йĕркине кĕртнĕ ытти проектне те ырланă.