01 июля 2009 г.
«Тислĕк тăксан тикĕс шăтать», – тесе калани ахаль мар. Ял хуçалăх культурисен тухăçне ÿстерес тесен органикăллă удобренисемпе анлăрах усă курмалла. Пирĕн район условийĕсенче уйрăмах тислĕк пĕрремĕш вырăнта пулмалла. Ахальтен мар тăрăшуллисем «çĕр çăкăрне» нумайрах хатĕрлессипе çине тăрса тимлеççĕ, унтан хире кăлараççĕ, çĕр пулăхне лайăхлатаççĕ. Иртнĕ çул уй-хире тислĕк кăларассипе «Коминтерн» (12000 тонна), «Нива» (8500 тонна) кооперативсем тăрăшарах ĕçленине асăнмалла. Ыттисен кăтартăвĕсем пĕчĕкрех. Сăмах май, атнарсем сысна ферминчи тислĕке хĕлĕн-çăвĕн хире кăларма тăрăшаççĕ. Çавăнпах кăçал асăннă хуçалăхсенче калчасен шăтаслăхĕ уйрăмах лайăх. Апла пулсан вĕсенче кĕркунне тырă тухăçĕ аван пуласси куç кĕретех.
Палăртмалла, тислĕке лайăх çĕрсе çитсен çеç çĕре хывмалла. Унăн уссине ăнланакансем ăна малтан хире кăларса купаласа лартаççĕ, хыççăн çиелтен тăпрапа витеççĕ. Кĕр тыррисене акас умĕн тирпейлĕн уй тăрăх салатаççĕ, хыççăнах сухалаççĕ.
Тислĕк пĕлтерĕшĕ унăн пуян пахалăхĕнче. Пĕр тонна ĕне тислĕкĕнче 4,5 килограмм азот, 2,3 килограмм фосфор, 4,5 килограмм кали тата ÿсен-тăрансене кирлĕ тĕрлĕрен паха элементсем пур. Пĕр тонна чăх каяшĕнче вара азот – 11,3 килограмм, фосфор – 11,3, кали – 5,4. Çапла вара, азот хисепĕпе илсен, 10 тонна ĕне тислĕкĕ пĕр центнер мочевинăпа танлашать. Çакăн пек пуянлăх хура тăпрана тĕпрен лайăхлатать, çĕре хывнă минерал удобренийĕсен тухăçлăхне ÿстерет, тăпра йÿçеклĕхне пĕтерет, пахча çимĕçе, тĕш тырăна ÿссе аталанма лайăх условисем туса парать.
Юлашки çулсенче ял хуçалăх ĕçĕсене йĕркелесе пыма пушшех те йывăрланчĕ темелле. Çĕр ĕçĕсене пурнăçлама çунтармалли-сĕрмелли материалсем хакланчĕç. Чылай çĕрте техника паркĕ кивелсе çитрĕ. Çаврăнăçуллисем çеç хăватлă техника, агрегат туянса ĕçе çĕнĕлле йĕркелесе пыраççĕ. Шел те, район территорийĕнче ун пеккисем сахалрах. Сĕт хакĕ йÿнелни те ял ĕçченне ура хурать. Апла пулин те хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕх йышне чакармасăр пĕр шайра тытса пыма тăрăшаççĕ, тырă-пулă туса илеççĕ. Чылай хуçалăхра ĕçе ячĕшĕн мар, пысăк пахалăхпа тăваççĕ. Çĕре апатлантарас тесе фермăсенчи выльăх ури айĕнчи тислĕке хире ытларах кăларса çĕр пулăхне лайăхлатассипе тимлеççĕ. Енчен те минерал удобренийĕсене туянаймасан çакăн пек меслетпе çĕре апатлантарни питĕ паха.
Районĕпе, тыр-пул, пахча çимĕç туса илмелли çĕр лаптăкĕсене шута илсен, çулленех 40-50 пин тонна таран органика удобренийĕ хатĕрлемелле. Кашни гектар пуçне уя 10 тонна тислĕк кăлармалла. Хальхи выльăх-чĕрлĕхпе эпир çак плана пурнăçлаймастпăр. Ку пысăк çитменлĕх. Акă, хăш-пĕр хуçалăхсем ферма территорийĕ тислĕк айне путсан та, çак паха удобрение уй-хире кăлараймаççĕ. Çакна, паллах, тĕрлĕ сăлтавсемпе ăнлантараççĕ. «Санкинский», «Штанашский» хуçалăхсенех илер. Кăçал ку участоксенче калча пахалăхĕ япăхрах. Тăпра пулăхĕ япăхранах калчасем имшер ÿсеççĕ. Çакна çĕре азотлă удобрени хывманнипе ăнлантармалла. Фермăсенче пухăнса кайнă «çĕр çăкăрне» мĕншĕн сая ямалла; Унпа çĕр пулăхне ÿстерес ĕçре усă курмалла. Чылай çĕрте пусă çаврăнăшне пăхăнманни сисĕнет. Нумай çул ÿсекен курăксем пулнă лаптăксем азотпа пуянланса пыраççĕ. Ун пек çĕр çинче тыр-пул ăнса пулать. Çавăнпа чăн-чăн çĕр хуçин çак йĕркесене пăхăнса ĕçлемелле.
Тепĕр сĕнÿ çинче чарăнса тăрас килет. Хальхи вăхăтра районти пур хуçалăхра та ферма çывăхĕнче кивĕ улăм куписем чылай. Вĕсене ай сарăм вырăнне усă курса пĕтĕмпех тислĕке ямалла. Ĕне кĕтĕвĕ çуллахи лагерьте тăнă чух, ферма территорийĕнче пухăннă тислĕке çитес çулхи тыр-пул валли хире кăларма тăрăшмалла. Акă, ку енĕпе «Победа» кооператив ĕçченĕсем ĕçе пуçăннă та ĕнтĕ. Ферма территорийĕнче йĕрке тăвас, тасатса-тирпейлес тĕллевпе тислĕке уя кăлараççĕ. Механизациленĕ бригада ир пуçласа каçченех фермăра тимлет. Паянхи куна хурашашсем ăна 1200 тонна хатĕрленĕ.
Пĕтĕмĕшле илсен, эпир çĕр пулăхне лайăхлатассипе çителĕксĕр ĕçлетпĕр. Çакăнтан кашни хуçалăхăн тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿ тумалла. Çăкăр çиес тесен самаях тар тăкмалла. «Чĕпсене кĕркунне шутлаççĕ», – теççĕ. Халĕ калчасем ÿссе аталанса пыраççĕ. Вырмара кам мĕнле тухăç илĕ; Тăрăшуллисем вăйлă тыр-пул туса илессе шансах тăратпăр.