01 июля 2009 г.
Ял тĕлĕрет... Таçта та шăплăх.
Пĕр йытă çеç сас паркалать.
Кунĕпеле ĕшеннĕ халăх
Тен, тĕлĕкре те ĕç курать.
Ытла та ывăннă. Çапах, пĕлетĕп
Ыран тухать вăл уй-хире.
Шăпчăк пекех кăшт тĕлĕрет те,
Алне парать хастар ире.
Тул çутăлать. Çĕн кун пуçланчĕ,
Тÿпе çап-çутă та таса.
Çунат çапса авăтса ячĕ
Автан, çĕн куншăн савăнса.
Кайăк сассипеле хыпаланса утаççĕ
Çынсем ем-ешĕл улăха.
Çависене вăштах сулса яраççĕ,
Çулаççĕ сывлăм ÿкнĕ курăка.
Хĕвел те ерипен халь куçне уçрĕ,
Черчен те çепĕç аллисемпеле
Пурне те ăшшăн çупăрларĕ,
Кăштах именчĕ хăй кая юлнипеле.
Ак, ват юман куçне сăтăркаларĕ,
Вăштăр кăна вылятрĕ çулçине.
Ирхи çут сывлăмпа питне çума пуçларĕ,
Çав хушăрах чăпăл тăвать хăй хунавне.
Çынсем хĕрсе кайса çулаççĕ утă,
Выртса юлаççĕ хулăн паккуссем.
Хĕлле сан ĕнÿсем те пулĕç тутă,
Çулла утă пухма кăна ан ÿркенсем.
Кун тăршшĕпе çаран çинче
тăрмашнă халăх
Утать майĕпелен ял еннелле.
Уйра халь выртса юлчĕ темĕн чухлĕ пурлăх,
Ыран унта татах та çитмелле.
Чуна йăпатмăш сар хĕвелĕ йăл кулсассăн,
Ăш çумăрĕ йĕпетмесессĕн çĕр питне.
Турри, тен, пулăшсассăн, хамăр
тăрăшсассăн,
Ун чух пухса та кĕртĕпĕр-ха симĕс утине.