01 июля 2009 г.
Футболла выляссипе республика чемпионачĕ пырать. Иртнĕ шăмат кун, июнĕн 27-мĕшĕнче, хĕрлĕчутайсен "Резон-СК -Центр" команди Улатăрти "Спутник" футболисчĕсене кĕтсе илнĕ. Вăйă Питĕркассинчи стадионра иртнĕ. Тупăшу хĕрÿ пулнă. Хĕрлĕчутайсем хăнасене 5:0 шутпа çĕнтернĕ. Вишенерте пурăнакан М.Антонов улатăрсен хапхине виçĕ хутчен мечĕк тапса кĕртме пултарнă.
Сăмах май, хальлĕхе хĕрлĕчутайсем пилĕк вăйăра тупăшнă, вĕсенчен иккĕшĕнче çĕнтерÿ тунă. Çитес вăйă Етĕрнере "Слобода" командăпа пулĕ.