01 июля 2009 г.
Куç вăйĕ чаксан: петрушка çулçин сĕткенне кишĕрĕннипе (1:3 шайлашупа) хутăштармалла, кунне икĕ хутчен çуршар стакан ĕçмелле.
Куçа урпа тухсан: куç хупанки çине турăхпа нÿретнĕ марля татăкĕ хумалла. Ыратакан вырăна 2-3 кун ыхра шăлĕ (хуппинчен тасатмалла) тытни те пулăшать. Кун пек чухне алоэ сĕткенĕпе те усă курма юрать. Ăна вĕретсе сивĕтнĕ шывпа (1:10 шайлашупа) хутăштармалла, марльăна унта чиксе кăлармалла, куç хупанки çине хумалла. Чăмăрла пĕçернĕ çăмартапа та сипленеççĕ. Кун пек чухне ăна хуппинчен тасатма кирлех мар. Икĕ сехетрен процедурăна малалла тăсмалла.
Сыпăсем сурсан: çĕр улмине теркăпа вĕтетмелле, ыратакан çĕре хумалла, çиелтен марльăпа çыхмалла. Сыпăсем ыратсан женьшень эрехĕпе (спиртовая настойка) кунне 2-3 хутчен сăтăрмалла. Унсăр пуçне компресс тума та юрать. Женьшень эрехĕпе нÿретнĕ марльăна ыратакан сыпă çине 30 минутлăха хумалла. Çак процедурăна кунне икĕ хутчен апат умĕн 20 минут маларах 25 тумлам ĕçни те усăллă. Сиплĕ эмеле пĕр уйăх ĕçмелле, 10 кун каннă хыççăн процедурăна малалла тăсмалла.
Иммунитета çирĕплетме: 0,5 литр вĕретнĕ шыва йĕкĕр ывăç чапăр курăкĕ ямалла, 40 минут тытмалла, сивĕтмелле, сăрăхтармалла. Сиплĕ курăк шывне 3 литр шывпа хутăштармалла. Душра е мунчара çăвăннă хыççăн чапăр курăкĕн шывне пуç тăрăх ямалла. Çак процедурăна уйăхра 3-4 хутчен пурнăçламалла.
Бронх астминчен: 40 пуç севок сухана пиçсе çемçеличчен вĕренĕ шывра тытмалла, кăлармалла, 0,5 литр олива çăвĕ хушса тÿмелле. Сухан нимĕрне ирпе выç хырăмла тата каçхине апат умĕн пĕрер апат кашăкĕ çимелле.
Юн пусăмĕ ÿснинчен: пылпа хĕрлĕ кăшман сĕткенне пĕр пек виçепе илмелле, хутăштармалла. Сиплĕ эмеле кунне тăватă хутчен 1-2 апат кашăкĕ ĕçмелле.
Чĕре тикĕс мар тапнинчен (аритмия): женьшень экстрактне кунне пĕр хутчен апат умĕн 20 минут маларах 1Ÿ3 чей кашăкĕ ĕçмелле. Сиплев курсне 1-3 уйăха тăсмалла. 30 кун каннă хыççăн процедурăна тепре пурнăçлама юрать.