01 июля 2009 г.
Упăшкапа нумай пурăнмастпăр пулин те миçе грамм "çуттине" ĕçнине телефонпа калаçнă чухнех уйăрса илме хăнăхрăм. Кăшт сыпнăскер çăварне пĕр анекдот аса килет. Вовочка амăшĕнчен ыйтать: "Анне, пур юмах та "пурăннă тет" сăмахсенчен пуçланать-и;" Амăшĕ: "Çук çав, аçун: "Эпĕ паян кăшт кая юлса килетĕп", – тенинчен тытăнать", – тесе хуравлать. Ман упăшкан та юмахĕ çапларах пуçланать. Ку хутĕнче ĕненÿллĕ сăлтав тупрăм терĕ пуль. Çитес рейс тепĕр сехетрен тин пулать тесе каларĕ. Хăвăрах шухăшласа пăхăр. Районта автобуссăр пуçне темиçе маршрутка çÿрет. Тен, айванккаскер, ĕненеттĕмччĕ те пулĕ, ÿсĕр сасси иккĕлентерчĕ. "Çитет, ăнлантăм, – çур сăмахран пÿлтĕм ăна. – Чăннине кала, ăçта эсĕ;" Малтан турткалашрĕ, тĕрĕсрех каласан хăй суйманнине ĕнентересшĕн пулчĕ. Хыттăнрах калаçма пуçласан: "Юлташ патĕнче. Темĕн сиксе тухнă унăн, манпа калаçса чунне уçасшăн", – йышăнчĕ юлашкинчен. Сăрасăр чуна уçса калаçма çук-ши ĕнтĕ. Хăçан киле çитен вара тетĕп. "Тепĕр çур сехетрен", – пулчĕ хурав. Унăн çур сехетне пĕлетĕп. Хăш чухне 10 çур сехет те пулса каять. Тĕлĕнмелли çук кунта. Унăн юлташĕсен, пĕрин уйрăмах, упăшка ĕç укçи илнĕ чухне яланах депресси пуçланать.
Тепĕр кун ирех: "Мĕнрен депресси пуçланнă-ха;" – тесе тĕпчетĕп мухмăр-сухмăртан. Пĕрин майри чикĕ леш енне унсăрăн канма кайнă иккен. "Вара мĕн, çакăншăн тĕнче пĕтсе килчĕ-им;" – йĕкĕлтешерех пăхса илтĕм мухмăр чĕртме çĕр грамм йăлăнса ыйтакана. "Ăссăр хĕрарăм эсĕ. Упăшкипе кайнă вĕт унăн чун савнийĕ. Çакăншăн кÿреннĕ те", – ăнлантарать мана чун çунтармăшăм. "Çĕршыври хĕрсем каччăсенчен ытларах чухне мĕн-ма шăпах качча кайнине куç хывмалла пулнă; Хăй айăплă". Ма, ма;! Майрин кĕсйи хулăн. Чаплă машинăпа çÿрет. Ман тус вара çакăн пекки çинчен ĕмĕтленсе авланмарĕ халиччен. "Генерал арăмĕ пулас килсен прапорщика качча тухма сĕнеççĕ аслăраххисем тата ăслăраххисем. Пуян пулас тесен арăмпа мул пухмалла. Янттине хапсăнса ларнипех ĕç тухмасть. Ан суеçтер, ку – депресси пуçланмалли сăлтав мар. Теприн тата мĕн сиксе тухнă;"
Унăн лару-тăрăвĕ тата йывăртарах иккен. Хусанта вĕренекенскер тăван килне килнĕ. Анчах арăмĕ те кунтах пулнине пĕлмен. Хăй те пĕр талăка ĕçе каятăп тесе тухса кайнă. Хĕрарăм тутăхнă çăрана уçайманран çĕннипе улăштарнă. Упăшкин тусĕ киле лекеймест. Мобильникпе шăнкăравласан иккĕшĕ те кунта пулни çиеле тухать. Арăмăн çакна нимле те пĕлмелле мар. Çеруш айккинчи "чун савнийĕ" патне килнĕ-çке. Вĕсем çур çула яхăн вăрттăн тĕл пулаççĕ. Киле кĕрейменни нимех те мар-ха. Пĕлĕшсем патĕнче çĕр каçма пулать. "Чун савнийĕ" алăк урлă та каçарман çак Казанова хăраххине. Е арăм, е эпĕ тенĕ имĕш. Тĕл пулнă вара виçĕ юлташ.
"Юрать. Вĕсен чун ыратăвне ăнлантăм темелле. Эсĕ тата мĕн туса çÿретĕн вĕсемпе;" – ыйтатăп упăшкаран. "Эпĕ вĕсен депрессине сиплеме васкарăм..." Сиплеме тет тата, сиплемелли эмелпе тивĕçтерме тесчĕ хăть. Ыттисене шăварса çÿресе килти пуянлăха çухатмалла ан пултăрччĕ, хăртса илтĕм пĕррехинче. Эпĕ те вĕт хĕр-туссен депрессине пĕр-пĕр çĕрлехи клубра сиплеме пултаратăп. Пĕрре-пĕрре "Sexy" духи сапăнăп та, "Kiss" писевпе сăрланăп та, "Love" тесе çырнă аялти тум тăхăнăп та дискотекăна кайăп...