АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кухньăра пулăшать

01 июля 2009 г.

Лимон сĕткенĕ кухньăри бактерисене тĕп тăвать.

Аш арманĕ, терка, кухньăри комбайн валли. Усă курнă хыççăн вĕсене пĕр-икĕ хут лимонпа сăтăрса илмелле. Лимон сĕткенĕ вĕсен лезвине дезинфекцилет, тасатать.

Пан улми, груша, банан валли. Кассан улма-çырла ан тĕксĕмлентĕр тесен турилкке çинчи касăксене кăштах лимон сĕткенĕ сирпĕтмелле.

Кĕпе-тумтир валли. Чейпе вараланнă тумтире тасатма лимон сĕткенне ăшă шывпа (1:1 виçепе илмелле) хутăштармалла, шĕвекпе вараланнă вырăна сăтăрмалла. Хыççăн сивĕ шывра чÿхемелле.

Пластик контейнерсене, ывăссене тасатма. Лимон тĕксĕм тĕс çапнă япаласене тасатма пулăшать. Сĕткене контейнер е ывăс çине пăчăртаса кăлармалла, 20 минутран сăтăрса илмелле, çумалла.

Чĕрне валли. Чĕрнене шурă тĕс кĕртме лимон касăкĕпе сăтăрмалла.

Çутă тĕслĕ япаласене çума. Кĕпе çумалли машинăна çур лимон сĕткенĕ ярса çумалла. Отбеливатель кирлĕ те мар.

Пыр ыратсан. Лимона çурмалла касмалла, пĕр çуррин сĕткенне пысăках мар кастрюле пăчăртаса кăлармалла, теприне çаплах хумалла. Лимон хуппи ылтăн тĕслĕ пуличчен вăйсăр çулăм çинче вĕрилентермелле. Сĕткене урăх савăта ярса сивĕтмелле. Ăна пĕр чей кашăкĕ пылпа хутăштармалла, пĕчĕк сыпкăмсемпе ĕçмелле.

Çÿç йăлтăртатса тăтăр тесен. 2 пысăк лимон сĕткенне пĕчĕк кастрюле пăчăртаса кăлармалла, кăштах шыв хушмалла. Вăйсăр çулăм çине лартмалла, кашни 20 минутран шыв хушса пĕр сехет вĕретмелле. Сивĕтнĕ шĕвеке пульверизатор çирĕплетнĕ кĕленчене ямалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика