АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çемçе сĕтел-пукана мĕнле тасатмалла-ши?

01 июля 2009 г.

Кил хуçи арăмĕсен умне вăхăт-вăхăтпа çак ыйту та тухса тăрать. Хуравĕ, паллах, нумай. Чи малтанах кресло-диван мĕнле вараланнине шута илмелле. Кирек мĕнле пулсан та пирваях куçа тăрăнакан таса мар пăнчăсене пĕтермелле. Сĕтел-пукан çине эпир асăрхамасăр час-часах тĕрлĕ шĕвек тăкатпăр. Кофе сирпĕннĕ вырăна çумалли çемçе хатĕрпе йĕпетмелле те типĕтмелле. Тĕрлĕ сĕткене, хĕрлĕ эрехе аммиакпа уксус хутăшĕ, сăрана апат уксусĕн ирĕлчĕкĕ (2 стакан шыва – 1 апат кашăкĕ уксус) лайăх тасатаççĕ. Кресло-диванăн сăран витти çине çыпăçса ларнă чăмлака малтан «шăнтмалла» (пăрлă пакет хумалла). Унтан çĕçĕпе хырса илмелле те метил спирчĕпе сăтăрмалла.

Вараланнă пăнчăсем сарăлса каясран хĕрринчен варринелле тасатма тытăнмалла. Тампона е губкăна çусах тăмалла.

Пăнчăсем курăнми пулсан креслăсемпе дивансене пылесоспа тасатма та юрать. Пылесосăн çемçе сĕтел-пукана тасатмалли ятарлă хатĕр пулмасан щеткине тăвар шывĕпе (1 литр шыва чей кашăкĕ тăвар) йĕпетнĕ марльăпа çавăрса çыхмалла. Пылесос çук пулсан хытă тумтир щеткипе усă курăр, ăна та йĕпетнĕ марльăпа çавăрса çыхăр. Кресло-диван виттине йĕпе простынь хурса шаккама та пулать. Простыне уксус янă шывра (1 литр шыва 1 апат кашăкĕ уксус) йĕпетсе илсен сăран виткĕч çутăрах курăнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика