АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район пуçлăхĕ Сирĕн ыйтăвăрсем çине панă хуравсем

04 июля 2009 г.

Июнĕн 30-мĕшĕнче район пуçлăхĕ Александр Иванович Криков "Пирĕн пурнăç" хаçатăн журналисчĕсемпе пресс-конференци ирттерчĕ. 15 сехетре пуçланнă калаçу 2 сехет пычĕ. Çак вăхăтра Александр Иванович 30 ытла ыйтăва хуравлама ĕлкĕрчĕ: кĕскен те тĕплĕн, ыррипе мăнаçланса, япăххине – пытармасăр, сивлесе. Калаçăвăн тĕп саманчĕсемпе вулакана паллаштаратпăр.

– Районта физкультурăпа спорт комплексĕн (ФСК) никĕсне хăçан хывма тытăнĕç-ши;

– Республика программипе килĕшÿллĕн, ăна 2009 çулта тума тытăнма палăртнăччĕ. Проекчĕ хатĕр ĕнтĕ, экспертиза витĕр те тухнă. Тĕнчери экономика кризисĕ ку ĕçе пуçăнма ура хучĕ темелле. ФСК строительстви программа çинче пур, ăна тăватпăрах. Тен, çĕршывра лару-тăру лăпкă пулсан, çак объекта çитес çул тума пуçлатпăр. Сăмах май, ФСК строительствин хакĕ – 145 миллион. Паллă ĕнтĕ, строительствăна пуçламаннин сăлтавĕ – укçа çуккинче.

Проектпа бассейн, спортзал, фехтовани, гимнастика, тренажер, аэробика залĕсене тата ытти тĕрлĕ пÿлĕмсене пăхса хунă. Чăн та, çак объект хута кайни район çыннисемшĕн çав тери паха парне пулĕччĕ.

– Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкул çумне пристрой тума палăртнăччĕ. Çак ĕç епле шайра-ши;

– Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкул çумне пристрой тăвас ĕçе 2010 çулта пуçăнмалла. Ун чух хальхи çурта та реконструкци тумалла. Çак строительство инвестици программинче тăрать. Икĕ эрне каялла экспертизине илтĕмĕр.

– Район центрĕнче пурăнакансем обществăлла мунча пирки пăшăрханса калаçаççĕ. Çĕнĕ çуртне те çĕклеме тытăннăччĕ...

– Обществăлла мунча кĕрекенсен йышĕ 10-12 çын кăна. Мунча хутса тăнин тăкакĕ пысăк, çавăнпа ăна икĕ эрнере пĕр хутчен кăна хутма палăртнă.

Çĕнĕ мунча çурчĕ пирки сăмах пуçарсан çакна палăртмалла: ăна регистраци палатинче регистрацилейместпĕр, мĕншĕн тесен çурт çĕклеме тытăниччен нимĕнле документ та хатĕрлемен.

– Районти радио хăйĕн сассине тепĕр хут хăçан парĕ-ши;

– Чăн та, радиопа пирĕн пăтăрмахсем сиксе тухрĕç. Халĕ вăл çур çул ытла ĕнтĕ калаçмасть. Чи малтан передатчик юрăхсăра тухнипе радио ĕçлемерĕ. Ăна эпир Санкт–Петербурга производитель патне ярса патăмăр. Вăхăт иртрĕ. Унтан радио пĕр вăхăт хăйĕн сассине пачĕ-ха. Анчах та каллех йывăрлăх сиксе тухрĕ. Ку хутĕнче антенна ĕçлемест. Хальхи вăхăтра юсав ĕçĕсем пыраççĕ, подрядчиксем района темиçе те килсе кайрĕç ĕнтĕ. Çывăх вăхăтра радио ĕçлеме пуçласса шанатпăр.

– Хĕрлĕ Чутай салинчи Çĕнĕ урамри 19-мĕш çуртра пурăнакансем хăçантанпа ĕнтĕ нушник (туалет) çуккипе асапланаççĕ. Хăçан пулĕ-ши вăл;

– Ку ыйту тавра ĕçлетпĕр. Çитес вăхăтра коммуналлă хуçалăх ертÿçисем çак тăрăхра пурăнакансене нушник лартса пама шантарчĕç.

– Малтанхи Сăр хĕрринчи «Дружба» лагерь ĕçлетчĕ. Ачасем унта канса сывлăха çирĕплететчĕç. Асăннă лагере ĕçлеттерсе яма пулать-и;

– Кану лагерьне уйрăм çын туяннă. Вĕсем хăйсен йĕркипе ĕçлеççĕ. Малашне вĕсем çак вырăнта спортпа туризма аталантарассипе ĕçлеме шутлаççĕ.

– Районти ял урамĕсем хушшине асфальт çул хывас ыйту мĕнле тăрать;

– Икĕ çул хушшинче ялсем çывăхне асфальт çул хывассине 37 километр пурнăçларăмăр. 2009-2015 çулсенче ял хушшинчи урамсене 125 километр тăршшĕ асфальтлама палăртнă. Тĕнчери кризис çул хывассине чылай йывăрлатрĕ. Хальхи вăхăтра «Мучикасси – Хăмаркка» автоçул çинче юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Çавăн пекех кăçал Штанаш ялĕнчи çулсене юсамалла.

– Кăçал ял хуçалăх предприятийĕсем пĕлтĕрхинчен ытларах пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акса хăварчĕç. Усă курман çĕрсене 1300 гектар таран пусă çаврăнăшне кĕртрĕç. Хуçалăхсен кĕркунне тыр-пула пухса илме техника çителĕклĕ-и;

– Район экономикине каялла туртакан хуçалăхсем пурри шухăшлаттарать. Уйрăмах «Асамат», «Сура» предприятисен шăпи канăçсăрлантарать. Чăнах та, хăш-пĕр кооперативсенче машинăпа трактор паркĕ кивелсе çитрĕ. «Кивви киветет, çĕнни çĕнетет», – теççĕ халăхра. Çаврăнăçуллисем çĕнĕ техника туянма тăрăшаççĕ. Хăватлă техникăсăр малашлăх çуккине ăнланаççĕ. Акă, кăçал «Нива» ЯХПК ертÿçи выльăх апачĕ хатĕрлеме «Полесье» комбайн арендăна илчĕ, ăна тухăçлă ĕçлеттерет. Вырма вăхăчĕ валли «Коминтерн» тата «Нива» кооперативсем тырă пухса кĕртме хăватлă комбайнсем туянасшăн. Палăртмалла, тырă тухăçĕ кăçал япăх мар пуласса шанатпăр. Тăрăшуллисем хăйсен çĕр лаптăкĕсенче ĕçе вĕçлесен, кая юлнисене техникăпа пулăшса тыр-пула пухса кĕртме пулăшĕç. Кăçал районĕпе сакăр пин çурă гектар çинчен тырă вырса кĕртмелле.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика