04 июля 2009 г.
Нумаях пулмасть, июнĕн 29-мĕшĕнче, Чăваш Республикин Президенчĕн грантне çĕнсе илнĕ учрежденисен тата çулсерен паракан 10 пин тенкĕпе танлашакан хавхалантарăва тивĕçнĕ республикăри педагогика ĕçченĕсен ячĕсем паллă пулчĕç. Палăртма кăмăллă, вĕрентÿ учрежденийĕсем хушшинче 200 пин тенкĕлĕх гранта районти çул çитмен ачасемпе ĕçлекен "Хĕвел" ача сачĕ" муниципаллă вĕрентÿ учрежденийĕ çĕнсе илме пултарнă.
Республикăри вĕрентÿ ĕçченĕсем хушшинче 10 пин тенкĕне пирĕн районти виçĕ педагог тивĕçнĕ. Вĕсем – çул çитмен ачасемпе ĕçлекен "Пилеш" ача сачĕ" муниципаллă учрежденире тимлекен Ирина Михайловна Абакумова тата Надежда Григорьевна Гусельщикова, хушма вĕрентÿ паракан "Хĕрлĕ Чутайри ачасен искусство шкулĕ" муниципаллă вĕрентÿ учрежденийĕн хор уйрăмĕн преподавателĕнче ĕçленĕ Ираида Владимировна Спиридонова.
Çĕнтерÿçĕсене саламлатпăр, малашне те ĕçре çитĕнÿсем тума ăнтăлма ăнăçу сунатпăр!