04 июля 2009 г.

Ĕçре тăрăшулăх кăтартакансем спортра та маттур. Акă, нумай пулмасть районта республикăри райпо коллективĕсен спортпа туризм слечĕ иртрĕ. Унта районти «Чаваляне» команда – йышра В.Ярайкин (капитан), Э.Федоров, Г.Тимофеев, Н.Борисова, Г.Волкова, Е.Кудряшова, Т.Максейкина, Н.Казачук – пур енлĕн кĕрешсе пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Слетра хĕрлĕчутайсем лайăх старт илчĕç, финиша та пысăк хастарлăхпа вĕçлерĕç. Палăртмалла, тĕрлĕ чăрмавсене парăнтарса, вăрманта пытарнă мула тупса Эдуард Федоровпа (водитель) Галина Волкова (ветаптека сутуçи) чăтлăхран пĕрремĕш тухрĕç, тÿрех финиш умĕнхи вучах чĕртес ĕçе пуçăнчĕç, шыв ăшăтма лартрĕç. Çав хушăра кая юлнисем пуçтарăнчĕç. Унтан ушкăн, пĕр-пĕрне пулăшса пырса, мĕн пур вăйран маршрута вĕçлеме чупрĕ. Вĕсем дистанцире ытти командăсемпе танлаштарсан лайăх кăтартупа палăрчĕç.
Хĕрлĕ Чутай райпо коллективĕ ĕçре кăна мар, спортра та маттурри слетра аван курăнчĕ.