04 июля 2009 г.
Медицина ĕçченĕсен шухăшĕпе, хĕрарăмсен – çур пайĕ, арçынсен виççĕ тăваттăмĕш пайĕ метеосисĕмлĕ. Çанталăк улшăнăвĕсемпе эпир кĕрешме пултараймастпăр, çапах метеосисĕмлĕхе мĕнле чакарма пулать-ши;
Тухтăрсем çапла сĕнеççĕ:
1. Çанталăк улшăннă кун çуллă, белоклă апат-çимĕç нумай çимелле мар. Сĕт-турăх, пахча çимĕç пулсан аван. Менюна пан улми тата тинĕс çимĕçĕсене кĕртмелле. Каçхине нумай çинине пула хăвăра тата япăхрах туйма пуçлатăр.
2. Ире душран пуçлани лайăх. Шыв температурине вылятма ан манăр.
3. Пуç ыратнине хăлхан аялти вĕçне массаж туса ирттерме пулать. Кушак курăкĕнчен тата эфир çăвĕнчен ингаляци туни те япăх мар.
4. Тонуса хăпартма кĕлеткене тинĕс тăварĕпе сăтăрмалла. Процедура хыççăн эмел курăкĕн шĕвекне çур стакан ĕçмелле.
5 Çанталăк улшăннă май вĕчĕрхеннине-тарăхнине туятăр-тăк энĕç (тмин) тата фенхель чейĕ ĕçмелле. Çывăрас умĕн лаванда çăвĕпе ăшă ванна кĕмелле.
6. Хăвăра япăх туйнă кунсенче синтетика тум ан тăхăнăр. Çăмран, тиртен çĕленĕ япала та ан пултăр сирĕн çинче, вĕсем электричество пухаççĕ.
7. Юн пусăмĕ чаксан йывăр ĕçе ан пуçлăр.
8. Ал-ура шыçăнсан петрушка шĕвекĕ организмран ытлашши шыва кăларать.
9. Хырăмлăхпа пыршăлăх тракчĕ аптратсан ăна сар çип ути (зверобой), ама хупаххи (мать-и-мачеха), шур тăрăллă хыт курăк (тысячелистник) шĕвекĕпе çирĕплетмелле.
10. Вăй-хал чаксан нумайăшне элеутерококк шĕвекĕ пулăшать.
11. Организмăн тонусне массаж ÿстерет. Метеосисĕмлĕ хăш-пĕр çын çулталăкне икĕ хут – кĕркунне тата çуркунне – 10 сеанс массаж тутарттарать.