04 июля 2009 г.
Шампиньонпа кăлпасси салачĕ
1 банка туранă консервланă шампиньон (400 г), пуçлă 2 сухан, 300 г тĕтĕмленĕ кăлпасси, 100 г майонез, ăшаламашкăн тип çу, салата илемлетме ешĕл çимĕç кирлĕ.
1. Сухана вĕтĕ турамалла, тип çура ăшаламалла.
2. Шампиньона çурмалла пайламалла, ăшаланă суханпа пĕрлештермелле. Кăлпассине улăм пĕрчи евĕр турамалла.
3. Сухана, кăмпана, кăлпассине пĕрлештермелле, майонез ярса пăтратмалла.
4. Хатĕр салата савăта хурса ешĕл çимĕçпе илемлетмелле.
Хăяртан – кимĕсем
4 хăяр, 200 г тăпăрчă, 5 апат кашăкĕ çăра хăйма, 2 апат кашăкĕ вĕтетнĕ петрушка е укроп кирлĕ.
Хăяра тăрăхла 2 пая уйăрмалла, вăррине кăлармалла. Тăпăрча хăймапа хутăштарăр, ешĕл çимĕç, тăвар хушăр, пăтратăр. Хăярсен ăшне çак хутăша тултарăр, ешĕл çимĕç сапăр.
Пахча çимĕç голубецĕ
2 кишĕр, 2 пуç çамрăк купăста, 300 г рис, 3 помидор, ыхра, пуçлă 2 сухан, 1 хĕрлĕ пылак пăрăç, симĕс укроп тата петрушка, тăвар, тутă кĕртмелли çимĕçсем кирлĕ.
Кишĕре шултра терка витĕр кăлармалла. Сухана, помидора, пăрăçа, укроппа петрушкăна турамалла. Купăста тунине касса кăлармалла, çулçисене вĕрекен шыв çинче çемçетсе илмелле е морозильникре шăнтмалла. Вĕтетнĕ петрушкăпа укропа пĕçермен риспа хутăштармалла. Туранă кишĕре, сухана, пăрăçа тата помидора çатма çинче ăшаламалла. Хатĕр хутăша риспа пăтратмалла, тăвар ямалла. Купăста çулçисем çине риспа хутăштарнă пахча çимĕçе пĕрер апат кашăкĕ хурса тухмалла, лайăх чĕркемелле. Купăста çулçийĕ çинче çурăк пуррипе çуккине тĕрĕслĕр. Хатĕр голубецсене кастрюле ярса пĕçермелле.
Голубецсем ытлашши пиçсе ан кайччăр тесен кастрюль тĕпне купăста çулçисем хумалла, техĕмлетекен çимĕçсем ямалла. Ун çине голубецсене вырнаçтармалла, çиелтен каллех купăста çулçисемпе витмелле. Тăвар хушнă вĕри шыва ярса пĕçермелле.