АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Милици ĕçченĕсен халăхшăн тăрăшмалла

08 июля 2009 г.

Июлĕн 2-мĕшĕнче Çĕмĕрле хулинчи шалти ĕçсен пайĕнче Хĕрлĕ Чутай, Çĕмĕрле, Пăрачкав районĕсенчи журналистсем Чăваш Республикин шалти ĕçсен министрĕпе В.В.Антонов генерал-майорпа аудиоконференциллĕ çыхăнăва хутшăнчĕç. Çак мероприятие асăннă районсен шалти ĕçсен пайĕсен начальникĕсем те хутшăнчĕç.

Тĕл пулăва Вадим Валентинович тĕплĕ хатĕрленнĕ, хуравĕсем те анлă пулчĕç.

– Пирĕн ĕçченсен тĕп тĕллевĕ – обществăлла йĕркелĕхе сыхласси, преступленисене хирĕç кĕрешесси, Чăваш Енре преступноçа уçса парасси... Преступленисен шучĕ чакса пынине палăртмалла. Ку мĕнпе çыхăннине хальлĕхе калама иртерех-ха. Анчах та палăртса хăварас килет, профилактикăлла операцисене нумай хутчен темиçе тапхăрпа ирттернипе çыхăннă пуль тесе шутлатăп. Çынна вĕлерни, хĕнесе йывăр амантнисен шучĕ чакни мана, паллах, савăнтарать. Кăçал ултă уйăхра çурт-йĕре çаратасси те чакрĕ, – тесе пĕлтерчĕ малтанах генерал-майор.

Малалла Вадим Валентинович республикăри ял тăрăхĕсем çумĕнчи профилактика Канашĕсем ячĕшĕн, çиелтен ĕçленине палăртрĕ. Çак ĕçе общественноçа вăйлăрах явăçтарсан преступноçпа кĕрешес ĕçре пысăк çитĕнÿсем тума пултарнине палăртрĕ.

Республика журналисчĕсене тем тĕрлĕ ыйтусем те кăсăклантарни паллă пулчĕ, çул çитмен ачасем преступленисем туни чакнă, шалти ĕçсен пайĕсенче ĕç вырăнĕсем пурри, вĕсен ĕç укçине ÿстерме хăш тапхăрта палăртни тата ытти те.

Министр çĕнĕлĕхсемпе те паллаштарчĕ. Тĕслĕхрен, Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисенче "Безопасный город" çĕнĕ программăллă комплекс йĕркелеме пуçланине пĕлтерчĕ. Çакăн пек меслетпе усă курса патрульпе çул-йĕр çинчи тата постри инспекторсем хăш вăхăтра, ăçти вырăнта пулнине палăртма пулать. "Паянхи кун тĕп хуламăрта "Экстренный вызов" точкисем –28, 98 видеокамера. Вĕсен шутне малашне те ÿстерсе пырăпăр. Видеокамерăсем уйрăмах çын нумай пухăннă, кĕсьесенчен вăрлама пултарнă вырăнсенче кирлĕ",– терĕ В.Антонов.

Нумаях пулмасть çул çитменнисемпе ĕçлессипе федераллă саккун йышăннă. Унпа килĕшÿллĕн çул çитмен ачасен каçхи 10 сехет иртсен пĕччен урама тухмалла марри пирки те чарăнса тăчĕ Вадим Валентинович. Республикăри шалти ĕçсен пайĕнче министр ĕç вырăнĕсем пурри пирки те каларĕ. Чи пысăк ваканси – патрульпе пост службинче, паянхи кун вăл 6 процентпа танлашать. Уголовлă шырав службисенче те çын çитмест.

"Шалти ĕçсен пайĕнче ĕçлеме пĕлÿ çеç мар, талант та кирлĕ", – вĕçлерĕ калаçăвне Вадим Валентинович Антонов.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика