АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Терроризма хирĕç кĕрешер

08 июля 2009 г.

Нумай пулмасть Ингуш Республикин Президентне террористсем автомашинăпа пынă чухне техникăна сирпĕтсе йывăр амантрĕç. Сăмах май, кун пек тĕслĕхсем Кавказ тăрăхĕнче уйрăмах нумай. Паллах, Чăваш Енре çакăн пек синкерлĕх палăрсах каймасть. Çапах та пур çĕрте те асăрхануллă пулни кирлĕ.

Паянхи терроризм – цивилизациллĕ халăха хăратакан хăватлă вăй. Вăл юлашки çулсенче хăйĕн хаярлăхĕпе уйрăмах палăрса тăрать. Акă, террор актне пула пĕр айăпсăр çынсем – ачасем, хĕрарăмсем, стариксем шар кураççĕ. Террористшăн çын пурнăçĕ çĕрти çÿпĕ хакне те тăмасть.

Террористсене хирĕç пĕтĕм обществăн – патшалăхăн, право йĕркин хуралçисен, ятарлă службăсен çине тăрса кĕрешмелле. Раççей Федерацийĕнче хальхи вăхăтра ку енĕпе ĕçлессине вăйлатса пыраççĕ. Транспорт хăрушсăрлăхĕшĕн уйрăмах пысăк ĕçсем туса ирттереççĕ. Мĕншĕн тесен юлашки çулсенче обществăлла транспорт террористсемшĕн лайăх "мишень" пулса тăрать. Çавăнпа та кашни çыннăн паян асăрхану туйăмне вăйлатмалла.

Акă, хуçасăр сумка е çавăн йышши урăх япала выртнине асăрхасан кун çинчен ыттисене пĕлтермелле, милици ĕçченне чĕнсе илмелле. Çакă паллă, террористсем халăх хушшинче ахаль граждансем пекех курăнма пултараççĕ. Анчах хăйне урăхларах тыткалакан çынна, унăн сăн-сăпатне, тум-тирне, калаçăвне ас туса юлма тăрăшмалла. Ăна харпăр хăй тĕллĕн тытса чарма тăрăшмалла мар. Мĕншĕн тесен чи малтан хăвăр инкек курма пултаратăр.

Çакна та каласа хăварас килет. Хуçасăр сумкăсене, телефон-мобильниксене, укçа енчĕкĕсене тĕкĕнме ан васкăр. Палламан çынсенчен парнесем илмелле мар. Курман-илтмен хĕрарăм е арçын урăх çынна япала пама хушнине пурнăçлама юрамасть.

Пĕтĕмĕшле илсен, паян уйрăмах обществăлла транспортра, автостанцире тата ытти çĕрте те асăрханулăх кирлĕ. Кун пек чухне эпир терроризма хирĕç çине тăрса кĕрешме пултарăпăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика