08 июля 2009 г.
Иртнĕ кĕçнерни кун «Чăваш Республикин электрон энциклопедийĕн справкăпа информаци тытăмĕн презентацийĕ иртнĕ. Чăваш Енĕн культура тата истори еткерлĕхĕ, халăхĕ, политики, экономики, социаллă тытăмĕ тата çут çанталăк пуянлăхĕ, çавăн пекех ăна аталантарас тĕлĕшпе пысăк витĕм кÿнĕ çынсем пирки виртуаллă база пуххине хатĕрлес ĕçĕн пĕрремĕш тапхăрĕ вĕçленнĕ.
Электрон энциклопедин проектне Чăваш Ен культура министерстви пулăшнипе «Интернет-сервис» ООО хатĕрленĕ. Ăна ĕçлеттерсе ярас тĕлĕшпе Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн тата ЧР Наци библиотекин сотрудникĕсем хастар ĕçленĕ.
Электрон энциклопедин никĕсĕнче – нумай томлă Чăваш энциклопедийĕн материалĕсем. Сăмах май, ăна 2011 çулта пичетлесе пĕтерĕç. Пичет оригиналĕнчен мĕнпе уйрăлса тăрĕ-ха; Çĕнĕ статьясемпе пуянланнипе.
Презентаци вăхăтĕнче электрон энциклопедийĕн пур майĕпе те паллаштарнă. Унăн паха енĕсем – информаци çăл куçĕсен тытăмне меллĕ вырнаçтарни, интерфейс ансат тата ăнланмалла, шырав тытăмĕ шайлашуллă пулни.