08 июля 2009 г.
Июнĕн 26-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 1-мĕшĕччен Муркаш районĕнчи Çатракасси ялĕн уй-хирĕнче «Зарница» тата «Орленок» 41-мĕш финал вăййисем иртрĕç. Район чысне Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕнче вĕренекенсем хÿтĕлерĕç. Э.В.Романов преподаватель ертсе пыракан «Орленок» командăри çамрăк армеецсем хăйсене салтак пек çирĕп тытса, йĕркене пăхăнса ăсталăхĕпе, çаврăнăçулăхĕпе пурне те тĕлĕнтернĕ. Вĕсем çар вăййисемпе çыхăннă конкурссенче хастар пулнă, спорт енĕпе лайăх кăтартусем кăтартнă.
Пилĕк кун пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, «Орленокра» хĕрлĕчутайсем пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Хальхи вăхăтра хастар çамрăк армеецсем Раççей шайĕнчи тупăшăва хутшăнма хатĕрленеççĕ.