АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тата тепĕр сиплев центрĕ

11 июля 2009 г.

Июлĕн 8-мĕшĕнче черетлĕ çĕнĕ строительство объектне – Республикăри ача-пăча клиника больници çумĕнчи Ачасен юсанса çитмелли сиплев центрне – савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Унта ЧР Президенчĕ Николай Федоров та хăйĕн мăшăрĕпе хутшăнчĕ.

Хĕрлĕ хăйăва касас кун Раççейри уявпа – Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕпе – тĕл килнине символла палăрăм пек хакламалла пуль. Сывă ача-пăчан савăк куллисĕр çемье телейĕ тулли пулаймасть вĕт. Федерацин "Раççей ачисем" тĕллевлĕ программин "Сывă ăру" çум программине, "Чăваш Ен ачисем" республика программине тĕпе хурса çĕкленĕ Центрта реабилитациленнĕ хыççăн вара хевтесĕр ачан та, ашшĕ-амăшĕн те сăн-пичĕ йăл кулăпа çуталĕ. Сиплеве стационар тата амбулатори мелĕсемпе йĕркелĕç. 90 койка-вырăн, кăнтăрлахи сменăра 300 ача (тин çуралнинчен пуçласа 18 çула çитейменнисем) сывлăхне çирĕплетме пултарĕ. Юсанса çитмелли сиплеве пур енлĕн йĕркелес тĕллевпе çĕнĕ учрежденире тĕрлĕ пÿлĕм хута янă. Спортзалра, сăмахран, хускану тумалли çĕнĕ йышши технологисенчен чи кăсăкли – "Атлант" костюм. Космос меслечĕпе янтăланăскере тăхăнсан ахаль чухне пачах утайман ача (церребраль параличĕпе чирлекен) утма, тĕрлĕ хускану тума пултарать. Çак залрах сусăр ачасен сывлăхне адаптаци меслечĕпе лайăхлатмашкăн 4 скутер пур. Паллах, медицина анлăшĕнче усă куракан хатĕр ку. Специфика "урапин" хакĕ – 300 пин тенке яхăн.

Гидромассаж ваннăйĕсем, гипокситерапи (сăрт-ту сывлăшĕпе сипленесси), электроçывăрттару, тăвар хăвăлĕсем, йÿçек кăмрăк типĕ ваннăйĕ, сенсорлă пÿлĕм, лекотекăпа игротека, ингалятори – пурте çаксем сусăр е сывлăх енчен хавшак (час-часах чирлекен) ачасене çирĕплетме пысăк витĕм кÿреççĕ.

Асăннă объекта хута яма 160 миллион ытла тенкĕ тăкакланă. Анчах республикăри 4 пин те 900 инвалидран кашни пепкене çĕнĕ технологисемлĕ, квалификациллĕ ăста тухтăрсемлĕ центр йышăнайĕ-и; (Паллах, сусăрсене сиплекен ятарлă пĕртен-пĕр учреждени мар вăл). Пурăнăпăр – курăпăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика