11 июля 2009 г.
Ку ята вара кăçал Хĕрлĕ Чутайри çыхăну уйрăмĕн почтальонĕ С.Г.Крикова тивĕçрĕ. Вăл иккĕмĕш çур çулшăн "Пирĕн пурнăç" хаçата 103 экземпляр çырăнтарнă.
С.Крикова почта ĕçĕнче 1996 çултанпа вăй хурать. Ĕç стажĕ кунсерен ÿссе пырать. Пăрчăкан пек çивĕчскер, чĕвĕлти чĕкеç сассиллĕскер хăйĕн территорийĕнчи пур çынпа та вашават калаçать: ваттипе – ватăлла, ачапа – ачалла. Кашнинех мĕнпе те пулин савăнтарма тăрăшать. Уйрăмах аслă ăру çыннисене. Вĕсене-çке ытларах "чун апачĕ" кирлĕ. Çавна май вĕсемпе пĕр чĕлхе тупса пурнăçпа тан утса пыма пулăшакан хаçата – "Пирĕн пурнăçа" çырăнтарать. Ял халăхĕпе Светлана Геннадьевна килĕштерсе ĕçлени тÿрех паллă. Унсăрăн мĕнле-ха кун пек пысăк кăтарту тăвайăн; Паллах, почтальон ĕçне юратни те самаях витĕм кÿрет.
Маттур та хăйĕн тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлакан почтальона ырлăх-сывлăх сунатпăр, "Пирĕн пурнăç" хаçата ун урлă çырăнакансем йышлансах пыччăр.