11 июля 2009 г.
Иртнĕ шăмат кун Канаш районĕнче республикăри хăй тытăмлăх органĕсенче тăрăшакансен спорт ăмăртăвĕ иртнĕ. Унта район пуçлăхĕ А.И. Криков ертсе пыракан пысăк ушкăн хутшăннă. Шывра ишессипе, пневматикăлла винтовкăран перессипе, çуран чупассипе иртнĕ эстафетăра район команди (йышра А.Мурайкин, А.Кузнецов, О.Сергеева) иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Хыççăн волейболла выляса тупăшнă. Утă çулассипе кĕрешÿ çивĕч иртнĕ. Малтан Н.Руссков (Штанаш) çава пухса ăна çапса хатĕрленĕ, хатĕр çавапа З.Магаськина (Хĕрлĕ Чутай) питĕ тирпейлĕн утă çулнă. Ку тупăшура район команди тăваттăмĕш пулнă. Унтах тепĕр ушкăн вĕри апат пĕçерессипе ăмăртнă. Художество пултарулăх енĕпе те тĕрĕслев иртнĕ.
Пĕтĕмĕшле илсен, ăмăртуран район команди япăх мар кăтартупа таврăннă.