11 июля 2009 г.
Район центрĕнчи "Чăваш пичечĕ" киоск халăх йышлă çÿрекен вырăнта вырнаçнăранах кунтан кунĕпех çын татăлмасть. Кашниех хăйне килĕшекен кăларăмсемпе интересленет, туянать. Киоскран хаçат çырăнса илекенсем те чылаййăн. Кунта кил таврашĕнче кирлĕ япаласем те нумай.
Киоск ĕçне Алена Александровна Коракова йĕркелесе пырать. Сакăр çул ĕнтĕ вăл çак ĕçре. Маларах Пчелка ялĕнче пурăнакансене хаçат-журналпа тивĕçтерсе тăнă. Ун чухне киоскра унăн хунямăшĕ – Раиса Федоровна тăрăшнă. Вăл тивĕçлĕ канăва тухсан, киоск ĕçне кинне – Алена Александровнана шаннă. Халĕ ĕнтĕ А.А.Коракова çак ĕçре пуян опыт пухнă. Ăна халăхпа ĕçлеме килĕшет.
Ÿпкелешмест вăл хăй ĕçне. Çынпа вашават калаçать, пурин кăмăлне те тивĕçтерме тăрăшать.
"Юратнă ĕç кăмăла çĕклет", – теççĕ халăхра. А.А.Коракова та ĕçе кăмăлпа çÿрет, умри тĕллевсене пурнăçласа пырать.