АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сакăр тăлăх ача çуртлă пулĕ

15 июля 2009 г.

Республика ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă тăлăхсене, çавăн пекех опекăна илнĕ ачасене çурт-йĕрпе тивĕçтерме укçа-тенкĕ уйăрать. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта района 3712, 5 пин тенкĕ куçнă, çав шутран республика бюджетĕнчен – 2970,0 пин тенкĕ, федераллă бюджетран – 742,5 пин тенкĕ. Социаллă найм килĕшĕвĕпе 5 тăлăх ача çурт-йĕрлĕ пулĕ (Хусанушкăнь ял тăрăхĕнчен – 1 ача, Пантьăк – 2, Ачкасси – 2). Унсăр пуçне июль уйăхĕнче республика бюджетĕнчен тата 3 тăлăх валли (Пантьăк, Кив Атикасси, Штанаш) – 2227,5 пин тенкĕ куçараççĕ.

Тăлăх ачасене пурăнмалли çурт-йĕрпе социаллă найм килĕшĕвĕпе вĕсем ăçта регистрациленнине кура тивĕçтереççĕ. Тăлăха нормăпа пурăнмалли çуртăн пĕтĕмĕшле лаптăкăн 33 тăваткал метрĕ кирлĕ. Кун пек ачасем валли çурт-йĕре туянаççĕ е ял тăрăхĕсен администрацийĕсем подряд килĕшĕвĕпе çĕклеççĕ. Ял тăрăхĕсен администрацийĕ пурăнмалли çурт-йĕре туянма е ăна çĕклеме аукцион ирттерет. Хăйсен çурт-йĕрне сутма кăмăл тăвакан граждансем ку аукциона хутшăнма пултараççĕ. Кун пек чухне никама пăхăнман хак параканăн (независимый оценщик) сутакан çурт-йĕрĕн рынок хакне хакламалла. Çавăн пекех сутакан çурт çине харпăрлăх ирĕкне çирĕплетекен свидетельство пулмалла. Интереслентерекен ыйтусемпе çÿлерех асăннă ял тăрăхĕсене çитмелле.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика