15 июля 2009 г.
Иртнĕ шăмат кун Канаш районĕнче республикăри район-хула влаç органĕсенче тăрăшакансен çуллахи 8-мĕш спартакиади иртнĕ. Чиновниксем спорт тумĕпе стадиона тухнă. Пысăк тупăшăва райадминистрацин команди (ушкăн ертÿçи А.Самсонов) те хутшăннă.
Спартакиадăн йĕрки тăрăх, влаç органĕсенче тăрăшакансем ушкăнсем çине пайланса тĕрлĕ ăмăртура вăй виçнĕ: пĕрлештернĕ эстафетăра А.Секайкин пневматикăлла винтовкăран пенĕ, унтан Е.Карпов 400 метра чупнă, А.Михуткина велосипедпа 1 километра парăнтарнă. Ку кĕрешÿре хĕрлĕчутайсем 4-мĕш вырăн çĕнсе илме пултарнă. Унтан канат туртассипе кĕрешнĕ.
Пĕтĕмĕшле илсен, ăмăртура район команди лайăххисен йышĕнче пулнă. Спартакиада вĕçленмен-ха. Халĕ команда черетлĕ тупăшăва хатĕрленет.