15 июля 2009 г.
2010 çулхи октябрь уйăхĕнче пирĕн çĕршывра Пĕтĕм Раççей халăхĕн çыравĕ пулать. Раççей Федерацийĕн Правительстви пысăк пĕлтерĕшлĕ çырава ирттересси çинчен ятарлă хушу кăларчĕ. Район территорийĕнче ку мероприятие йĕркелеме 9 çынран тăракан комисси туса хунă. Унăн председателĕ пулма райадминистрацин пуçлăхĕн пĕрремĕш çумне А.П.Самылкина çирĕплетнĕ.
Çырав патшалăхăн пĕтĕм органне пырса тивет. Вăл çĕршыври халăхăн сăн ÿкерчĕкне уççăн ÿкерсе илме пулăшать тата икĕ тĕп ыйту çине (Миçен эпир; Мĕнлерех эпир;) хуравлама май парать. Калас пулать, перепиçĕн тĕп тĕллевĕ – Раççей Федерацийĕнче пурăнакан халăх шутне, йышне, çынсем ăçта вырнаçнине пĕлесси. Çырав вăхăтĕнче илнĕ кăтартусем халăхăн социаллă пурнăçне тата экономика аталанăвне палăртма наука облаçĕнче тата практика ĕçĕ-хĕлĕнче кирлĕ пулаççĕ. Перепиç республикăсенчи, хуласенчи, ялсенчи çынсен, тĕрлĕ отрасльсенче ĕçлекенсен шутне палăртнипе çеç вĕçленмест. Вăл çав çынсен, ĕçлекенсен, вĕренекенсен шутĕнче мĕн чухлĕ арçын, мĕн чухлĕ хĕрарăм пулнине, çамрăксем, ватлăхри çынсем мĕнле пĕлÿ илнине кăтартать.
Пуринчен пысăк пĕлтерĕшли вара – çырав халăхăн социаллă пурнăçĕпе тата çĕршыв экономикипе уйрăлми çыхăннă. Перепиç вăл – пенсисемпе ача пособийĕсене тÿленине, экономикăпа ял хуçалăхне укçа-тенкĕ хывнине палăртмалли тĕрлĕ расчетсем. Çавăнпа ĕнтĕ хальхи вăхăтра районта халăх перепиçне кирлĕ пек хатĕрленсе ирттерессишĕн тимлеме пуçланă та ĕнтĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ ятарлă хушу кăларнă, туса ирттермелли малтанхи ĕçсене палăртнă.
Раççейри халăха шута илес ĕçре чи кирли вăл – адрес хуçалăхне йĕркене кĕртесси. Ку ĕç районта анлăн сарăлчĕ, урам ячĕсене, çурт номерĕсене çĕнетсе улăштарасси çине тимлĕн пăхрĕç. Районĕпе пурĕ 9372 хуçалăх пулсан, номерсене çĕнетсе улăштарас ĕç вĕçленчĕ. Ку енĕпе чи пысăк яваплăха туйса Атнар ял тăрăхĕ ĕçлерĕ. Атнарсем пурĕ 1186 çурт çине номерсем вырнаçтарчĕç. Ачкасси ял тăрăхĕнче вара вĕсене 1068 çурт çине çакнă. Штанаш, Питĕркасси, Хусанушкăнь, Пантьăк ял тăрăхĕсенче те ку енĕпе тăрăшса ĕçлерĕç. Çуртсем çинче номерсем пурри переписчиксен ĕçне чылай çăмăллатĕ.
Паянхи кун чи кирлĕ задачăсенчен тепри вăл – çынсене пурăннă вырăнта тĕрĕс шута илесси. Хальхи вăхăтра ял тăрăхĕсем списоксем тăвассине вĕçлерĕç те ĕнтĕ. Перепиçĕн тепĕр тĕп тĕллевĕ – ăнлантару ĕçне лайăх йĕркелесе ярасси. Ку ĕçе планпа палăртнă тăрăх туса пыратпăр, райхаçатра статьясем пичетлетпĕр, район сайтне те материалсем хатĕрлесе лартатпăр. Çавăн пекех райадминистрацинче, статистика пайĕнче, ял тăрăхĕсенче, тĕп библиотекăра, ялти клубсенче тата ытти учрежденисемпе организацисенче вырнаçтарма перепиç темипе стендсем йĕркелетпĕр.
Юлашкинчен çакна калас килет. Пирĕн çĕршыв çырав ирттерес енĕпе пысăк опыт пухнă. Сăмах май, Пĕтĕм Раççейри пĕрремĕш перепиç 1897 çулта пулнă, юлашки вара – 2002 çулта. Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçе хатĕрленесси – вăрăма тăсăлакан тапхăр. Ку енĕпе тăвакан пĕтĕм ĕçе кашни республикăра, районта, кашни ялта пĕр методикăпа тата пĕр вăхăтра пурнăçламалла. Çитес çулхи çырава хатĕрленес енĕпе комплекслă ĕçсем 2008 çултан пуçланса 2010 çулчченех тăсăлаççĕ. Перепиçе кирлĕ шайра ирттерсе яма пур майсем те пур.