АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эрехе пулах кун-çул кĕскелет

15 июля 2009 г.

Нумаях пулмасть Аслă суд районти 35 çулхи арçынна ама çури амăшне вĕлернĕшĕн явап тыттарнă.

Пĕлтĕртен вара вĕсем, упăшки тата ашшĕ вилнĕ хыççăн, иккĕшех пурăннă. Ăна вăл икĕ çултан пăхма тытăннă. 78 çулхи хĕрарăма 10 çул каялла паралич çапнă, хăй аран-аран уткаланă пулин те эрехпе туслă пулнă. 1-мĕш ушкăн инваличĕ тăван мар ывăлне авланманшăн тата ун укçи-тенкипе усă курса пурăннăшăн час-часах ÿпкеленĕ.

Иртнĕ çулхи сентябрĕн 23-мĕшĕнче вăл тăван мар ывăлне сăмакун илсе килме укçа панă. Хаяр шĕвеке вĕсем икĕ кÿршипе ĕçнĕ. Хăнасем тухса кайсан ама çури амăшĕ 35 çулхи ывăлне хыттăн кăшкăрса тем тĕрлĕ сăмахсем каласа вăрçнă. Арçын чăтса тăраймасăр 78 çулхи хĕрарăма икĕ аллипе мăйĕнчен тытса пăвнă, вилсе кайнине ăнланса илсен верандăна тухса чĕлĕм туртнă, унтан милици ĕçченĕсене чĕннĕ.

Тепĕр кунне вăл ĕçе шухăшласах тунине пĕлтернĕ. Судра та хăй вĕлернине тунман, анчах та туса хунă ĕçшĕн ÿкĕннĕ.

Аслă суд ăна 9 çуллăха ирĕкрен хăтарнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика