15 июля 2009 г.
Право йĕркине пăсакана суд тенкелĕ кĕтнине пурте аван чухлаççĕ. Çапах саккуна хирĕçле ĕç тăваççĕ. Акă, Çĕн Ирчемесре пурăннă, халĕ Шупашкарта тĕпленнĕ П. арçын та ĕçлемесĕр пуйма вĕреннĕ. Янтти илĕртнĕ ăна. Акă, кăçал апрель уйăхĕн пуçламăшĕнче вăл Шупашкарта 1-мĕш номерлĕ больницăн хирурги уйрăмĕнче сипленнĕ. Унта арçын районти Чурпай çыннипе паллашать. Больницăра пĕр-пĕринпе калаçаççĕ, туслашса каяççĕ. Чурпайри Токарев П.умĕнче хăй укçаллă пулнине мухтанса каласа парать. Çакăн хыççăн теприн, янттине хапсăнма юратаканскерĕн, пуçĕнче усал шухăшсем çуралаççĕ. Эмел илме укçа кирлĕ тесе 2500 тенкĕ кивçен ыйтать, салук вырăнне хăйĕн çар билетне парать. Больницăра сипленме укçа-тенкĕ самаях кирлине ĕненсе Чурпай арçынни ăна кирлĕ чухлĕ укçа тыттарать.
Кăшт вăхăт иртсен, апрелĕн 14-мĕшĕнче, П. Чурпай ялне шăнкăравлать, кивçен илнĕ укçана тавăрса парассине пĕлтерет, Хĕрлĕ Чутай салинче тĕл пулма чĕнет. Туссем каланă вăхăтра пуçтарăнаççĕ. П. хăйне çар билечĕ çав тери васкавлă ĕç тума кирли пирки калать, документа илет. Г.Токарев çынна ĕненет. Анчах лешĕ парăма памасть-ха.
Преступник, калаçма пултараканскер, ултава малалла тăсать. Ял çамрăкĕ авланманнине пĕлнĕрен, ăна хĕрпе паллаштаратăп тесе, хăй Шупашкартан ларса килнĕ такси патне чĕнет. Каччăсем автомашинăн хыçалти ларкăчĕ çине вырнаçаççĕ. Унта, чăнах та, Света ятлă хĕр ларнă. Геннадий варринче пулнă. Тăванĕсемпе паллашма каятпăр тесе çаксем Атнар еннелле вĕçтереççĕ. Çула тухсанах Шупашкар çыннипе хайхи Света Геннадие хĕстерсе лартаççĕ, хăратса ун аллинчи хутаçне туртса илеççĕ (унта 10000 тенкĕ выртнă). Малалла хĕр ял каччине мăйран пăвса тытать, П. çав хушăра «Sony Ericsson K330» маркăллă кĕсье телефонне кăларса илет. Паллах, таксиста çак хăтлану килĕшмен, преступниксене чарăнма ыйтнă. Анчах ăна шăпланма хушнă. Мĕн пур пурлăха çаратнă хыççăн, каччăна машинăран туртса кăларса çул хĕррине тĕксе хăвараççĕ. Тапранса кайиччен П. «тусне хăйне йывăрлăхра укçапа пулăшнăшăн» çурăмран тапать.
Çапла майпа, П.гражданина, тунă преступленисене шута илсе, РФ Уголовнăй Кодексĕн 159 статйин 2-мĕш пайĕпе, 161 статйин 2-мĕш пайĕн «а» тата «г» пункчĕсем тăрăх айăплаççĕ.