15 июля 2009 г.
Район прокуратури С.Д.Фадеевана РФ УК 238-мĕш статйин 1 пайĕпе çыхăннă уголовнăй ĕçпе – пурнăçшăн тата сывлăхшăн хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене тивĕçтермен продукцие сутнă фактпа – айăплакан патшалăх айăплавне ырланă.
Чăваш Республикинчи РФ прокуратури çумĕнчи следстви комитечĕн районсем хушшинчи Етĕрнери уйрăмĕ 1965 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнче çуралнă, Тури Çĕрпÿкассинче пурăнакан Светлана Демьяновна Фадеевана хăйĕн килĕнче сутас тĕллевпе спиртлă шĕвеке усранипе айăплав тăратнă. Мартăн 17-мĕшĕнче С.Фадеева çак шĕвеке кĕленчесем çине тултарнă. Çур литр кĕрекен кĕленчене 50 тенкĕпе ярăнтарнă. Экспертсен пĕтĕмлетĕвĕпе килĕшÿллĕн, туртса илнĕ шĕвек – сăмакун – хăйĕн физика-хими тытăмĕпе (сивушлă çу тата наркăмăшлă хутăшсем пуррипе) пурнăçшăн тата сывлăхшăн хăрушлăх кăларса тăратать.
Айăпланакан ÿкĕннине, унăн икĕ пĕчĕк ача пуррине шута илсе район сучĕн июнĕн 25-мĕшĕнчи приговорĕпе С.Фадеевана пĕр уйăхри ĕç укçин виçи чухлĕ штраф тÿлеттерме йышăннă.