15 июля 2009 г.
Июлĕн 9-мĕшĕнче районта Профилактика кунĕ пулчĕ.
Палăртнă кун райадминистрацин специалисчĕсем ушкăнсем çине пайланса ял тăрăхĕсене çитрĕç, эрехпе туслă çемьесене çитсе курчĕç.
Район пуçлăхĕн çумĕ И.Л.Хораськин ертсе пыракан ушкăн Пантьăк ял тăрăхĕнче пулчĕ. В.А.Жижайкина специалист Мишеркассинчи хăш-пĕр çемьесене çитсе курма сĕнчĕ. Эрехпе ытлашши аташаççĕ мар-и; Çавна пулах çемьесем йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ.
«Çуттипе» туслашни ырă кÿмест. Çакна пурте пĕлеççĕ. Вăл пуçа аташтарать, хирĕçтерет, саккуна хирĕçле ĕç тутарать. Халĕ уйрăмах ялсенче пурăнакансем эрех çулĕ çине тăчĕç. Каплах пулсан ĕçсех вилĕпĕр-ши; Мишеркасси ялĕнче те çавнашкалах. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансем çемьешĕн ырми-канми тăрăшаççĕ, ĕçсĕр «аптранисем» – ĕçеççĕ. Акă, кунти А.Фондеркинпа А.Куликованах илер. Вĕсен ача-пăча çук, ĕçе те çÿремеççĕ. Тĕрĕсрех, арçыннин çемье пулнă, малтанхи арăмĕпе икĕ ачана кун çути парнеленĕ. Мăшăрĕ вилнĕ, халĕ ачисене тăванĕсем пăхаççĕ. Хальхи хĕрарăмпа 2-3 çул çеç пурăнать-ха. Арçын анчахрах ÿсĕрле милици аллине лекнĕ пулнă. Çемьери лару-тăрупа тĕплĕнрех паллашнă май, кил хуçи «кĕтмен хăнасене» хапăл пулмарĕ. Мĕншĕн пире çеç тĕрĕслетĕр теме пăхрĕ. «Халь пурте ĕçеççĕ», – терĕ. Унран «тÿрленме тăрăшăп» тенине илтеймерĕмĕр.
Л.Богатнаевапа С.Захаров çемйине çитрĕмĕр. Мăшăр темиçе çул каялла çеç пĕрле пурăнма пуçланă. Вĕсен те ачисем çук. Чăн та, хĕрарăмăн малтанхи мăшăрланура ачасем пур. Вĕсем ÿссе çитнĕ ĕнтĕ. Пĕчĕк çуртра 6-ăн кун кунлаççĕ, вĕсенчен 2-шĕ – 82 тата 94 çулхи асаннесем. Кил-çурта кĕрсенех вĕсем йывăр лару-тăрура пурăнни сисĕнчĕ. Хуçалăхра çирĕп хуçа çукки тÿрех куçа курăнать. Çемьене тытса пыракансем кунта та «çуттине» тиркемеççĕ пулас. Çавăнпа ял тăрăхĕнче ĕçлекенсем вĕсене учета илнĕ те. Сăмах май, Л.Богатнаева ушкăн пынă чух сĕм урăччĕ, пахчара утатчĕ. Хĕрарăм пысăк йышпа кивĕ пÿртре пурăнма йывăррине каларĕ, именерех пуплерĕ. Райадминистрацинчен, милицинчен, ял тăрăхĕнчен ятарласа килнĕ çынсене курсан кăшт хăрарĕ пулинех. Ушкăн Л.Богатнаевана тĕрĕс-тĕкел пурăнма асăрхаттарса хăварчĕ.
Пантьăк ял тăрăхне 8 ял кĕрет, вĕсенче пурĕ 2040 çын пурăнать. Ял çыннисенчен кашни хăй пурнăçĕпе ĕмĕре ирттерет. Кунта лайăх енĕпе асăнакан çемьесем те сахал мар, ĕçкĕçсем те пур. Ĕçке ернĕренех тăватă çемьене учета илнĕ. Ун пеккисем Мишеркассинче, Хирлÿкассинче, Ирчкассинче, Утаркассинче пурăнаççĕ. Ял тăрăхĕнче тăрăшакансем вĕсене тимлĕхре тытаççĕ.
Ялсенче ĕçкĕçсен йышĕ ÿсни пурне те шухăшлаттарать. Ял тăрăхĕсенче ун пеккисемпе çине тăрса кĕрешмелле пулĕ. Халăх ăнланăвне улăштарассипе тимлемелле. Унсăр кая юлма пултаратпăр.