АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăçал утă-сенаж ытларах янтлатпăр

18 июля 2009 г.

Кăçал утă-сенаж ытларах янтлатпăр

Хальхи вăхăтра ял ĕçченĕсем выльăх апачĕ хатĕрлессипе тăрăшса ĕçлеççĕ. «Победа» кооперативра хĕрсех утă, сенаж янтлаççĕ. Сăмах май, хуçалăхăн нумай çул ÿсекен курăкăн лаптăкĕ нумай теме çук – 150 гектар. Вĕсене çулса пуçтарнăпа пĕрех. Хирте юлашки ĕçсем пыраççĕ. Хуçалăх ертÿçи П.Г.Любимов Хусанушкăнь ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе килĕшÿ туса çынсен (вĕсенчен чылайăшĕ вилнĕ) усă курман çĕр пайĕсене çаврăнăша кĕртет – утă туса илет.

Паянхи куна хурашашсем 350 тонна утă типĕтсе кĕртнĕ, ку ĕç малалла пырать. Çав вăхăтрах тепĕр бригада сенаж хывассипе тимлет. Хальлĕхе çак паха апата 400 тонна янтланă.

Хĕрÿ ĕçе ял ĕçченĕсем, кÿршĕ I Хурашаш çыннисем те хутшăнаççĕ, яваплăха туйса ĕçлени курăнать. Кашни çын хăй ĕçĕнче тăрăшать. Акă, Сĕнтĕкçырми уйĕнче А.Афанасьев Т-16 тракторпа кушăрханă курăка ГВК-7 кĕреплепе (ăна кăçал 70 пин тенкĕпе туяннă) тураса паккусласа пырать. И.Кузнецов (кооперативăн тĕп инженерĕ) типнĕ утта тĕркемлет. Хирти утă тĕркемĕсене МТЗ-80, ЮМЗ-6 тракторсемпе Н.Максимовпа Н.Васильев, ЗИЛ-130 автомашинăпа В.Никитин турттарса тăраççĕ. Ферма çывăхне кÿнĕ утта А.Ярандайкин, А.Маркелов, Н.Маркелов, М.Некрасов, В.Дмитриев пушатаççĕ.

Кооператив ертÿçи утă çи ĕçĕпе туллин паллаштарнă май, сенажлăх курăк çулакансем патне çул тытрăмăр. Кунта В.Васильев механизатор «Волга-2» агрегатпа курăка çулса автомашинăсем çине тиесе пырать. П.Ярандайкинпа В.Ванюшкин водительсем машинăсене çулса вĕтетекен агрегатпа тан тытса пыраççĕ, кузов тулсан симĕс массăна фермăри траншейăна ăсатаççĕ. Çапла вĕсем ир пуçласа мĕн каçчен техникăна хирте ĕçлеттереççĕ.

Траншейăри симĕс массăна ДТ-75 тракторсемпе С.Смирновпа Е.Кузнецов пусăрăнтарса тăраççĕ. Сенаж техĕмлĕрех пултăр тесе В.Петрухин тăрăшать, симĕс масса çине тăвар, кирлĕ шĕвек сапать.

С.Кузнецов ферма заведующийĕн те пĕр канăç çук. Ферма таврашĕнчи мĕн пур ĕçе вăлах татса парать. Ывăннине туймасăр ĕçлет çамрăк.

Хурашашсен уй-хир ĕçĕсене туллин тишкернĕ хыççăн ертÿçĕ çапла каларĕ.

– Кăçалхи утă çине пысăк йышпа тухрăмăр. Палăртнă тĕллевсене пурнăçласа пыратпăр. Утă пĕлтĕрхинчен чылай хатĕрлерĕмĕр. Татах та çулса типĕтетпĕр. Тепĕр траншея (300 тонна) сенаж хывса хăварма палăртатпăр. Условисем пур.

Çапла, «Победа» ЯХПК ĕçченĕсем ăшă кунсен кашни саманчĕпе туллин усă кураççĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика