АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тимлĕхе ÿстермелле

18 июля 2009 г.

Паянхи кун терроризм халăха хăратакан хăватлă мел пулса тăчĕ. Вăл юлашки çулсенче хăйĕн хаярлăхне кăтартрĕ. Террорла актсенче ним айăпсăр çынсем, ачасем, ватăсем, хĕрарăмсем асапланаççĕ. Террористсемшĕн çын пурнăçне пĕр шелсĕр аркатасси нимĕн те мар. Çавăнпа та пирĕн пурин те – патшалăхăн, право органĕсен, ятарлă службăсен, обществăн – вĕсемпе кĕрешмелле.

Обществăлла транспорт юлашки çулсенче террорла актсем ирттерме меллĕ "мишень" пулса тăчĕ. Апла пулсан хамăра хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессипе тимлĕхе ÿстермелле. Ăна валли теракт вăхăтĕнче, шанчăксăртарах япаласем... тупсан хамăра тытма пĕлмелле.

Хăратса çырнă çыру

Хăратса çырнă çырусем почтăпа, çавăн пекех тĕрлĕ анонимлă пĕлтерÿсем евĕр те çитме пултараççĕ. Кун пек чухне çак пулăм пирки шалти ĕçсен пайне, федераллă хăрушсăрлăх службине пĕлтермелле. Документсем çинче (диск, дискета) хăвăрăн пÿрнĕр йĕрĕсене хăвармалла мар. Документсене таса, çирĕп хупăнакан полиэтилен пакета хумалла. Унти содержанипе, диск, дискета... пирки ятарлă службăн ĕçченĕсемсĕр пуçне ытлашши никама та каламалла мар. Анонимлă материалсене право органĕсене ăсату (сопроводительный) çырăвĕпе ярса памалла.

Заложнике илсен

Çуртра, автобусра... террористсем заложнике илсен васкавлă йĕркепе ятарлă службăсене чĕнмелле. Террористсемпе калаçу ирттерме пуçарулăх кăтартмалла мар. Транспорт хатĕрне ярса илнĕ чухне террористсен пĕтĕм хушăвне пурнăçламалла, вĕсене куçран пăхмалла мар. Енчен те штурмсăр иртменнине туйсан чÿрече çывăхĕнчен пăрăнăр: снайперсене террористсене пеме чăрмантаратăр. Нимĕнле майпа та террористсем пăрахнă хĕç-пăшала ан тытăр, сире те хăрушă тăшман вырăнне хума пултарĕç.

Çынсене пĕлсе тăма

Палламан çынсенчен парнесем, посылкăсем, чечек пуххисем илме ан васкăр. "Манса" юлнă япаласене – чăматансене, кĕнекесене... тимлĕх уйăрмалла. Ку япаласене вырăнтан вырăна куçарма юрамасть. Сирпĕтмелли хатĕре тупсан хăрушсăр вырăна куçмалла, чĕлĕм ан туртăр.

Взрыв пулсан

Урайне ÿксе алăсемпе пуçа хăвăрт картламалла, урасене хуçлатмалла. Май пур таран васкавлăрах ку çуртран, транспортран тухма тăрăшмалла. Енчен те амансан е купа (завал) айне пулсан хăвăра тĕллĕн тухма ан тăрăшăр. Юнашар выртакан ванчăксенчен "мачча" тумалла. Амантасран хăвăр çумăрти çивĕч япаласене куçарма ан манăр. Сотовăй телефон пур-тăк çăлавçăсене "112" номерпе шăнкăравлани вырăнлă. Çăлавçăсен сассине илтсен çеç кăшкăрăр, атту тусанпа чыхăнса кайма пултаратăр. Вут чĕртме юраманнине асра тытăр. Йывăр япалапа алла е урана лапчăтсан, юн çаврăнтăр тесе, ăна массаж тăвăр.

Пушар вăхăтĕнче

Пите нÿрĕ татăкпа хупламалла, аяларах пĕшкĕнмелле. Енчен те çуртра пушар пулсан, хăвăр умри хупă алăкăн хăлăпне алă тÿртĕшĕпе (тыльная сторона руки) тытса пăхăр. Вăл вĕри мар пулсан тин алăка уçса юнашарти пÿлĕмре тĕтĕм е вут-çулăм пулнине тĕрĕслемелле, унтан тин малалла каймалла. Алăк е унăн хăлăпĕ вĕри пулнине туйсан ан уçăр. Çуртран тухаймастăр-тăк çăлавçăсене систермелле.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика