АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Енре – Нигери делегацийĕ

22 июля 2009 г.

Иртнĕ эрне кун Чăваш Ен Президенчĕ Николай Федоров Нигери Федераци Республикин Коги штачĕн делегацине – ăна Алхаджи Ибрахим Идрис кĕпĕрнаттăр ертсе пырать – тата Нигери Федераци Республикин Раççей Федерацийĕнчи Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолне Тимоти Май Шелпида йышăннă.

Калаçу вăхăтĕнче пĕр-пĕринпе нумай çул килĕштерсе тата ăнăçлă ĕçлес шухăш-кăмăл палăрнă. Уйрăммăн илсен, тĕл пулура ял хуçалăхĕ, сăрт-ту промышленноçĕ, ытти отрасль валли Раççейре хатĕрлекен трактор техникине Нигерие сутас ыйтусене сÿтсе явнă. "Трактор завочĕсем" концернпа алла-аллăн ĕçлеме палăртнă конкретлă проектсем икĕ патшалăхăн – Нигерипе Раççейĕн – хăватне пурнăçа кĕртес ĕçре пĕлтерĕшлĕ тĕслĕх пулма пултараççĕ", – тенĕ Николай Федоров Президент. Ĕçтешлĕхе нумай енлĕ çирĕплетме кирлине палăртса Нигери делегацийĕн представителĕсем "Промтрактор" АУО-ра туса кăларакан продукцие пысăка хурса хакланă. "Кусем, – тенĕ хăнасем, – питĕ кăсăк тата пысăк пахалăхлă машинăсем".

Нигери Федераци Республикин Коги штачĕн кĕпĕрнаттăрĕ Алхаджи Ибрахим Идрис, Шупашкара пуçласа килнĕ май, тĕп хула хăтлăхĕнчен тĕлĕннĕ. "Мĕн тери хитре, таса хула – пурне те кирлĕ пек йĕркеленĕ. Кунта пурăнакансен пурнăçĕ те лăпкă", – пĕлтернĕ вăл. – Хĕпĕртерĕм. Киле таврăнсан штатри тата тĕп хулари ĕç-хĕле те сирĕнни евĕр йĕркелеме тăрăшăп".

Чăваш Ен Президенчĕ хăнасем валли экскурси ирттернĕ. Вăл тата Нигери делегацийĕн членĕсем арçынсен Таса Троица мăнастирĕнче пулса курнă, ытти паллă вырăнпа паллашнă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика