АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хастар водитель

22 июля 2009 г.

Хастар водитель

Юрий Алексеевич Савельева Атнар тăрăхĕнче пĕлмен çын та çук. Мĕншĕн тесен вăл «Коминтерн» хуçалăхра водительте нумай çул ĕçлет. Пĕр хушă вăрман хуçалăхĕнче тăрăшнă. Пĕтĕмĕшле илсен, вăл руль умĕнче 1970 çултанпа ларать. Çур акинче хăйне шанса панă техникăпа вăрлăх турттарнă, минерал удобренийĕсем хире кăларнă. Вырма вăхăтĕнче ăнса пулнă тыр-пула комбайнсем çинчен йĕтем çине леçĕ. Хĕллехи вăхăтра та ун валли ĕç тупăнсах тăрать. Ĕмĕр тăршшĕпех иртен пуçласа сĕм çĕрлечченех вăл хĕрÿ ĕçре. «Шанчăклă водитель», – тет ун пирки кооператив ертÿçи А.Б.Новикова.

Хальхи вăхăтра та Ю.Савельев КамАЗ автомашинăпа уй-хиртен утă турттарса тăрать. Вăл – шофер-профессионал. Техникăна юсавлă тытать, тикĕс ĕçлеттерет. Вăл хăйĕн пултарулăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе малтисен ретĕнче. Ахальтен мар хастар водителе кашни çулах çулталăк вĕçĕнче автомашинăпа чылай тонна километр ĕç тунăшăн райадминистрацин, хуçалăхăн Хисеп грамотисемпе тата премипе чыслаççĕ. «Водитель пулма çуралнă», – теççĕ ун пирки вырăнта пурăнакансем.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика