АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малашне суд приставĕсен тивĕçĕсем анлăланĕç

25 июля 2009 г.

Вĕсем гражданинсен докуменчĕсене тĕрĕслеме тата паха свидетель çуртне ирĕк памасăрах кĕме пултараççĕ. Вĕсене хирĕç тăни вара саккуна пăсни пулать. Кăçалхи июлĕн 22-мĕшĕнчен çакăн пек ирĕксем панă суд приставĕсене "Суд приставĕсем çинчен" саккун. Халĕ суд приставĕ умĕнчех алăк хупни усăсăр. Вăл пур пĕрех кĕрет. Федераллă службăра хăйне майлă вăй-хал (силовой) уйрăм – суд ĕç-хĕлĕн çирĕплетнĕ йĕркисене тивĕçтерекен суд приставĕсем – пур. Ку уйрăмсенче суд приставĕсен спецназĕ пур. Вĕсем судьясене сыхлаççĕ, ахаль приставсене йывăр ĕçсене пурнăçлама пулăшаççĕ. Вăй-хал уйрăмĕсенчи приставсем гражданина вăйпах суда е кирлĕ пулсан суд приставĕсен службине илсе килме тивĕç. Халĕ вĕсем валли хупă алăк пулмĕ, свидетелĕн çурчĕ те крепоç пулма пăрахĕ. Тата тепĕр çĕнĕлĕх – вăй-хал уйрăмĕсенчи приставсен граждансен докуменчĕсене тĕрĕслеме ирĕк пур. Кун пек ирĕк малтан милици ĕçченĕсен çеçчĕ. Халĕ вара пристав суда е суд приставĕсен службин çуртне кĕнĕ чухне гражданран паспорт ыйтма пултарать. Ухтараять, енчен те хĕç-пăшалпа наркотик тупсан тытса чараять.

Теорилле, пристав урамра та документсене тĕрĕслеет – питĕ хăвăрт шыраса тупма тата суда çитерме палăртнă çын пекех пулсан. Çавăнпа та çĕнĕ нормăсем чылай адвокатпа право йĕркине сыхлакансене килĕшмеççĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика