АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хурçă червонец

25 июля 2009 г.

Раççейре вунă тенкĕлĕх хут купюрăна улăштаракан çĕнĕ укçа тухĕ.

Кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен Раççейри Тĕп банк çĕнĕ 10 тенкĕлĕх укçа кăларма тытăнать. Вĕсем хальхи вунă тенкĕлĕх хут укçана улăштарĕç. 50 тенкĕлĕх хурçă укçа кăларасси Тĕп банкăн планĕнче çук. Пĕр пуслăх вак укçана вара çаврăнăшран кăларса пăрахмаççĕ-ха.

Раççей Тĕп банкĕн председателĕн Г.Лунтовский сăмахĕсем тăрăх, хăйсен тăкакĕсене перекетлессипе хурçăран вунă тенкĕлĕх укçа кăлараççĕ. Хурçă укçа сахалтан та 10-30 çул "пурăнать", хутлисем вара – çулталăкран ытла мар. Унсăр пуçне вунă тенкĕлĕх укçана, икĕ тата пилĕк тенкĕлĕххисем пекех, хаклах мар хурçăран тăваççĕ. Ку Тĕп банка хаклах лармĕ. Çапла майпа, хурçă червонеца кăларнипе çеç банк 10 çул хушшинче 18 миллиард тенкĕ ытла перекетлеме палăртать.

Çĕнĕ укçа 3 грамм чухлĕ çăмăлланĕ, 5,6 грамм туртĕ (малтанхи 8,5). Тĕп банкăн представителĕсем хурçă червонец Раççейри халĕ те çаврăнăшри 1997 çулхи укçасемпе пĕрле "çÿрессине" палăртнă.

Майĕпен "кивĕ" 10 тенкĕлĕх хут укçасем çухалĕç, анчах та ăна никам та асăрхаймĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика