АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕп хуламăр валли парне

25 июля 2009 г.

Чăваш Ен хăйĕн черетлĕ çуралнă кунне кĕтсе иличчен нумаях та вăхăт юлмарĕ. Летопиç çăл куçĕсенче Шупашкар пирки пĕрремĕш хут официаллă йĕркепе асăннăранпа кăçал 540 çул çитет. Почта "Атăлçи ахахĕ» валли парне хатĕрленĕ те ĕнтĕ.

"Раççей Почти" ФГУП-ăн Чăваш Республикинчи филиалĕ хушнипе "Марка" ИТЦ Шупашкара халалланă маркăллă конверт хатĕрленĕ. 500 пин тиражлă конвертсене республикăн пур почта çыхăнăвĕн уйрăмне те çитернĕ.

Тĕп хуламăрăн историллĕ сăнлĕ асăнмалăх конвертне Чăваш Енре пурăнакан кашни çын е хăна хăйне валли е ăна ытти хуласемпе çĕршывсене ярса пама туянма пултарать. Ан манăр, шăпах юбилей кунĕнче почта штемпелĕпе ярса панă çыру çулсем иртсен филателистика (марка пухасси) тĕлĕшĕнчен сайра тĕл пулакан пулăм пулĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика