25 июля 2009 г.
Раççей почтин Пĕтĕм Раççейри "Почта музейне валли экспонат" акци вĕçленсе пырать.
Çак акципе килĕшÿллĕн "Раççей Почти" ФГУП-ăн Чăваш Енри филиалĕ хăйĕн почта экспозицине йĕркелет. Историн кашни тапхăрĕнче почтăн хăйне евĕрлĕ атрибутсем чылай пулнă: чул ту çинчи ÿкерчĕксенчен пуçласа конвертсемпе франкировальнăй машинсем таранах. Тĕрлĕ вăхăтри почта атрибутики почтовиксен ку е вăл тапхăрти ĕç-хĕлне тата унăн аталанăвне палăртнипе паха. "Раççей Почти" ФГУП-ăн Чăваш Енри филиалĕ почта тематикипе çыхăннă хуть те хăш япалана та – штемпельсене, почта паллисемпе атрибутикине, çыру хатĕрĕсене, корреспонденцисене вырăна çитернипе тата илнипе çыхăннă япаласене, тарасасене, почта ещĕкĕсене, çи-пуçа тата ыттине те – хапăлласах йышăнĕ. Почта сферипе çыхăннă архив сăн ÿкерчĕкĕсене вара ятарлă "Почта çинчен истори сăн ÿкерчĕкĕ" номинацире хак парĕç.
Пĕтĕм Раççейри асăннă акци июлĕн 31-мĕшĕнче вĕçленет. Унăн пĕтĕмлетĕвĕсемпе республикăра 3 лауреата палăртĕç, вĕсене "Раççей Почти" ФГУП-ăн асăнмалăх парнисем кĕтеççĕ. Анчах та республика музейĕ валли экспонатсем пухас ĕç акци вĕçленсен те малалла тăсăлĕ. Вĕсене çак адреспа йышăнаççĕ: Шупашкар хули, П.Валькевич тăкăрлăкĕ, 1, тел.:55-45-91.