25 июля 2009 г.
Хальхи вăхăтра çĕршывра çĕр реформи малалла пырать. Чăннипе вара, уйрăм çын хăйне тивĕçекен çĕр пайĕ пулнине ĕнентерекен свидетельство илес тапхăр кăçалхи январĕн 27-мĕшĕнче вĕçленчĕ. Çапах та çак ĕçе икĕ çуллăха тăсма палăртнă. Мĕншĕн тесен хăш-пĕрисем çĕре харпăрлăха илме тăхтаса тăраççĕ.
акна каламалла, халĕ пĕрлехи харпăрлăхри ял хуçалăх çĕрĕсен участокĕсен пайĕсене регистрацилемелли пошлина уйрăм çынсем валли те, юридици сăпачĕсем валли те 50 тенкĕ.
Çĕр пайне харпăрлăха илмеллех. Мĕншĕн тесен çакă хуçасăр çĕрсене палăртма май парать, унпа усă куракансен яваплăхне ÿстерме пулăшать. Халĕ мĕн пулса тухать-ха; Сăмахран, ку е вăл хуçалăхра çĕр пайĕсен хуçисем пур, лаптăкĕсем çук пек пулса тухать. Хресченсем хăйсене тивĕçекен çĕр пайĕсене регистрацилеттерсе свидетельство илмен. Çаксене пурнăçласан кăна вăл харпăрлăха куçать. Ун чухне ăна хуçалăха арендăна пама та, сутма та юрать.
Çакăнта ыйту тухса тăрать. Ял çыннине мĕншĕн çĕр пайĕ кирлĕ мар; Маларах çĕре харпăрлăха илекенсен укçа ытларах тÿлемелле пулнă. Халĕ вара çĕр пайĕ пур граждансем хăйсен прависене пилĕк хут йÿнĕрех хакпа регистрацилеме пултараççĕ. Акă, ял хуçалăх тĕллевлĕ çĕрсенчен уйăрнă çĕр участокне регистрацилемелли пошлина 100 тенкĕ кăна. Çакă уйрăм çынсемпе юридици сăпачĕсем валли те. Халиччен граждансем валли пошлина виçи 500 тенкĕпе танлашнă, организацисем валли – 7 пин те 500 тенкĕ.
Çĕр пайĕсем ытларах аслă ăрури çынсен. Вĕсенчен нумайăшĕ çут тĕнчепе сыв пуллашнă ĕнтĕ. Çавна май çĕр ыйтăвĕпе ачисен ĕçлемелле. Килĕшÿсем тăвассине икĕ çуллăха тăсни ял хуçалăх таварĕсене туса кăларакансене тата çĕр пай хуçисене çĕрсемпе саккунлă усă курас ыйтăва ăнăçлă татса пама пулăшасса шанас килет.